Муниципалитетри тĕп библиотекăра "Сиенлĕ йăласене сивлемеллех" темăпа калаçу иртрĕ. Тивĕçтерỹ пайĕн библиотекарĕсем унта эрех-сăра, пирус туртнин, наркотик сиенĕ çинчен каласа пачĕç. Интернет тетĕлне çакланасран асăрханасси пирки те сăмах хускатрĕç. Калаçу вăхăтĕнче усал япалана хăнăхасси, вĕсене сивлесси çемçе кăмăллă пулнинчен, çăмăлттай юлташсемпе çывăхланнинчен, ỹсĕм çулне аслăрах кăтартма тăрăшнинчен килнине палăртрĕç.
Çавăн пекех наркотик ырри патне çитерменни тата сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас тĕллевпе уйăхсерен тухса тăракан "НаркоНет. Россия без наркотиков" журнала тишкерчĕç. Журналăн хăйĕн тăтăш пичетленекен рубрикисем пур. Унта кун йĕркипе çыхăннă статьясем çапăнаççĕ. Ачасемпе çитĕнекен ăру наркотик тутанас пулсан вĕсен психики мĕнле улшăнса пынине çутатаççĕ.
Сиенлĕ йăласем япăх йĕр хăварнисĕр пуçне сывлăха та хавшатаççĕ, çывăх çынсене пăшăрхантараççĕ. Эрех-сăра ĕçекенĕн çемйи арканма пултарать. Пирус тĕтĕмĕ пĕрле пурăнакансене "чыхăнтарать". Наркоман кỹрекен пăшăрхантарăва каласа те пĕтереймĕн. Кирек хăшĕнчен те хăтăлма пулатех. Кăмăла хытармалла, хирĕçлеме пĕлмелле. Мĕншĕн хăвна ху йĕркерен тухмалла? Тĕнчере лайăххи те нумай. Спортпа туслашмалла, тавра курăма аталантармалла, лайăх юлташсем тупмалла... Тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума кашнийĕ пултартăр.
Наталия РАКОВА, библиотека ĕçченĕ
Ноябрь 2024 |