Спорта кăмăллакансем "Паттăр" стадиона пуçтарăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2023, 18:18 Просмотров: 275

Августăн 12-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона спорта кăмăллакансем Физкультурник кунне паллă тума пуçтарăнчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче физкультурăпа спорт сферин патшалăх управлени органне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уяв пысăк хавхаланупа иртсе кайрĕ.

Спортсменсемпе спорта кăмăллакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Антоновăн пулăшуçи Василий Антонов, спорт енĕсен координаторĕ Рифкат Сафиуллов спорт ветеранĕ ăшшăн саламларĕç, хăйсен пурнăçне сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтарнисене малашне те пысăк ăнăçу, сывлăх сунчĕç.

Çак паллă кун профессионал спортсменсемпе ветерансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç. Уяврах триатлон тата çăмăл атлетика енĕпе пысăк çитĕнỹсем туса пыракан София Яковлевăпа Александр Удалова пĕрремĕш спорт разрядне тивĕçнĕ ятпа саламларĕç.

Физкультурник кунĕнче спортсменсемпе спорта кăмăллакансем çăмăл атлетика эстафетинче, ишессипе ăмăртрĕç, пляжри волейбол вăййинче, баскетболла тупăшса, велосипедпа чупса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç, çивĕч ăслисем шашка-шахматла вылярĕç. Уяв çĕнтерỹçĕсем кашниех медале тата гамотăна илме тивĕçрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика