Пĕрлехи вăйпа хăтлăх та, тирпей-илем те пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2023, 18:19 Просмотров: 296

 Тăван ен пуянланни, тавралăх капăрланни ялта пурăнакан кашни çынна савăнăç, хавхалану кỹрет, çуралса ỹснĕ пĕчĕк çĕршывпа мăнаçлантарать. Çак тĕллевпе вара Чăваш Республикин Правительстви, Патăрьел муниципалитет округĕ вырăнти территори пайĕсем кирлĕ пек аталанса пыччăр тесе тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре инфратытăма çĕнетес тĕллевпе пурнăçа кĕртме май пур программăсем, наци проекчĕсем хăйне евĕр аталану çăл куçĕ шутланаççĕ. Юлашки çулсенче халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçланса пыракан пуçару бюджечĕн программи тулли хăватпа ĕçлени те ялсен сăн-сăпатне улăштарма, çынсен ыйтăвне тивĕçтерме пулăшать. Çак ыйтусене Патăрьел муниципалитет округĕнчи Аслă Чемен территори пайĕнче мĕнлерех пурнăçласа пыни пирки унăн начальникĕпе Станислав Васильевич Капитоновпа калаçу пуçартăмăр.

- Станислав Васильевич, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсенче пурнăç аталанса, çĕнелсе, ял халăхĕн культура шайĕ ỹссе пыни сисĕнет. Аслă Чемен хутлăхĕ унăн пĕр пайĕ пулнăран çак ыйтупа сирĕнпе те калаçу пуçарасшăн. Пĕрлехи вăйпа, патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçланса пыракан хăш-пĕр ĕçпе паллаштарăр-ха?

- Чăнах та Чăваш Республики, Патăрьел муниципалитет округĕ наци проекчĕсене тỹрре кăларас тĕлĕшпе сахал мар тимлет. Вĕсем пурте халăх пурнăçĕпе, унăн ырă малашлăхĕпе çыхăннă. Паллах, пĕр харăс мĕн пур пăшăрхантаракан ыйтăва татса пама пулмĕ. Çапах та юлашки çулсенче пирĕн территори пайĕнчи Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсенче те хăтлăх, тирпей-илем тĕлĕшпе те ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Чăн малтанах пурне те пăшăрхантаракан çул ыйтăвĕпе тимлетпĕр. Мĕншĕн тесен вăл ял хăтлăхĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕтесе шутлатăп. Юлашки виçĕ çула илес пулсан çакна палăртса хăварасшăн. 2021 çулта Тури Чакăри тĕп урама республикăри тата округа аталантармалли комплекслă программăпа юсаса çĕнетнĕ, 900 метр çула тикĕслесе вак чул сарнă.

Иртнĕ çул та республикăри транспорт министерствин программипех Тури Чакă ялĕнчех асфальт çул пăрнăçĕнче автобуссем чарăнмалли площадка, унтах хăтлă та капăр чарăну вырăнне турĕç. Ял халăхĕ çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕ. Кăçал вара Аслă Чементи Шельттĕм кассине яла аталантармалли комплекслă программăпа тирпейлесе йĕркене кĕртрĕмĕр. Кунти урамра яланах пылчăк çăрăлатчĕ, транспортпа кĕрсе тухма май çукчĕ. Халĕ ун пек мар.

Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра çак ялтах Çĕнĕ касра урам варрине юлнă пысăк лаптăк (900 метр) çула та юсаса йĕркене кĕртесшĕн. Аслă Чементи Çамрăксен урамне те малашне тирпейлесшĕн.

- Станислав Васильевич, юлашки çулсенче сирĕн территори пайĕнчи урам, уйрăм хуçалăх, кану паркĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе йĕркелекен конкурсра палăрчĕç. Çакă пĕччен е пĕчĕк ушкăнпа тунă ĕç тесе хаклаймăн...

 - Паллах, пĕчĕк ушкăн "çимĕçĕ" мар. Халăхпа кар тăрса пурнăçланă ĕçсен результачĕ чăнласах та савăнтарать. Акă, пĕлтĕр Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсем пуçланса кайни 415 çул çутнине сумлăн паллă турăмăр. Уява хатĕрленсе "Айтуш" культурăпа кану уçланкине пуянлатма тата капăрлатма муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 215 пин тенкĕ уйăрчĕç. Депутат фончĕн укçине те çак кану вырăнне хăтлăлатмах усă куртăмăр. Сăмах май каласан, 2022 çулта Патăрьел муниципалитет округĕ тирпей-илем тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра пирĕн культурăпа кану мероприятисем иртекен "Айтуш" уçланкă "Халăх усă куракан чи хăтлă обществăлла объект" ята çĕнсе илчĕ. Маларахри çулта вара çак конкурсрах Федор Туптов ячĕпе хисепленекен урам малтан районта, кайран республикăра çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Конкурс итогĕпе тивĕçнĕ 45 пин тенкĕ укçине урама хăтлăлатмах усă куртăмăр, ачасемпе шăпăрлансем валли капăр икĕ чуччу вырнаçтартăмăр, сăрăсем туянтăмăр. Çак çитĕнỹ пĕтĕмпех ял халăхĕ пĕр сăмах тупса ĕçленин результачĕ.

 - Тăван тавралăх çĕнелни, капăрланни савăнтарать, паллах. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçлакан ĕçсем пирки те асăнса хăварăр-ха...

- Пуçару бюджечĕпе тăвакан ырă пулăмсем ялта чылайлăха ырă йĕр хăварĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем ял халăхĕн вăйĕпе, хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе пурнăçланă ĕçсем. Çак мелпе эпир 2021 çулта Аслă Чементи масар çуртне çĕнетрĕмĕр. Сăваплă ĕçе пурнăçлама халăхран 167 пин тенкĕ кайрĕ. Кăçал вара Тури Чакăсем хăйсен хастарлăхĕпе çветтуй Троица кунĕ тĕлне масар территорийĕнче часовня-храм туса хучĕç. Çак сăваплă ĕçре те тăкакне халăх хăй çине илсе пурнăçларĕ. Май пуррипе усă курса Иван Матросова, Николай Пузайкина, Сергей Фролова тата ыттисене те укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн пуçару ушкăнĕ пысăк тав сăмахĕ калать.

- Станислав Васильевич, социаллă сетьре те, район хаçатĕнче те эсир кашни çулах территори пайĕнчи ялсенче кĕпер юсани, çĕнетни пирки тăтăшах çыраççĕ. Каллех пархатарлă ĕçре ял хастарĕсем, уйрăм пуçаруçăсем малта-тăр? Сирĕн икĕ яллă пысăках мар хутлăхра çав тери нумай кĕпер-им?

 - Сахалах та мар. Территори пайĕнчи ял хушшинче тата хирте, çырма-çатра таврашĕнче 54 кĕпер! Вĕсем пурте ялта пурăнакансене утса çỹреме çеç мар, ĕç пурнăçлама та, выльăхсене кĕтĕве илсе тухма та, техникăпа çỹреме те кирлĕ. Çавăнпа та кашни çулах 2-3 кĕпертен кая мар юсама е çĕнĕрен тума палăртатпăр. Акă, юлашки икĕ çулта пилĕк кĕпере çĕнĕрен тунă, тăваттăшне тĕпрен юсанă. Кăçал вара халăх вăйĕпе икĕ ялта 3 çĕнĕ кĕпер тунă, пĕрне тĕпĕнченех çĕнетнĕ. Çак ĕçе пĕтĕмпех ял хавалĕпе, çынсем кар тăнипе пурнăçласа пыратпăр.

- Эсир хăй тытăмлăх органĕнче çĕнĕ çын мар пулин те (маларах та икĕ çул ял пуçлăхĕнче тăрăшнă) муниципалитет реформи хыççăн кăçал çĕнĕрен çăмăл мар "лава" кỹлĕнтĕр. Сакăр уйăхра халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленине кăтартма ĕлкĕртĕр те ĕнтĕ. Ял çыннин паянхи пурнăçне тата ытларах лайăхлатас, вĕсене пур енĕпе те хăтлăх туса парас тĕллевпе туса çитермеллисем те, ĕмĕтсем те сахал мар-тăр?

- Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра та чылай çĕрти пекех çуралакан сахал, çут тĕнчерен уйрăлакан вара йышлă. Çакă чуна ыраттарнине пăхмасăрах ялта тĕпленнĕ çамрăксем, ваттисем валли пурăнма кирлĕ услови туса парасси - муниципалитет органĕн, территорĕ пайĕн тĕп тĕллевĕ. Çывăх вăхăтра эпир Тури Чакăра çĕнĕ культура çурчĕ пуласса кĕтетпĕр. Клуб ялта кирлех. Ку ыйтупа "пăр тапраннă" темелле. 100 вырăнлă культура вучахĕн проекчĕ хатĕр, экспертиза тухнă. Районăн комплекслă программипе, патшалăх пулăшăвĕпе ял клубне çывăх вăхăтра тума пикенмелле.

Ялсенче тирпейлесе йĕркене кĕртмелли урамсем те пур-ха. Çул ыйтăвĕпе те чылай тимлеме тивет. Кĕркунне ял хуçалăх министерстви йĕркелекен пуçару бюджечĕн тепĕр тапхăрĕпе ял масарĕсен картисене улăштарасшăн. Сăваплă вырăн тирпейсĕрлĕхпе, тасамарлăхпа, хăтлă пулманнипе никамăн кăмăлне те ан хуçтăр.

- Тавах сире калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу, çитĕнỹ, пĕрлехи пысăк вăй тата хастарлăх сунатăп.

Цитата

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

"Граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе наци проекчĕсем валли пысăк укçа уйăраççĕ. Чăваш Еншĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама 2019 - 2024 çулсенче 83,7 миллиарда яхăн укçа-тенкĕне ĕçе кĕртмелле".

Хаклав

Иван НИКИТИН,Тури Чакă ял старости:

- Унчченхипе танлаштарсан хальхи вăхăтра ялта пурăнма йывăр мар. Кăмăллă та, ансат та. Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем кашни ĕçе пĕрлехи вăйпа, хастарлăхпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çакă кирек мĕнле ĕçе те çăмăллатать. Çавăнпа та çĕнĕ ĕçе пурнăçа кĕртесси те кал-кал пулса пырать. Акă, хальхи вăхăтра "Айтуш" уçланкăра вырнаçтарнă капăр "çуртсем" йăх-несĕлсен пĕрлĕхне, туслăхне çирĕплетсе параççĕ. 15 çул каялла уçнă çак пĕчĕк мар лаптăк хальхи вăхăтра икĕ ялшăн та культурăпа кану кĕтесĕ пулса тăчĕ. Кунтах эпир хисеплĕ хăнасене хапăл тăватпăр, юнашарти стадионта спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Ял çыннисемшĕн çак вырăн хăйне евĕр хăтлăх та, киленỹ те, мăнаçлăх та.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика