Хирти Пикшикри "Молочные зори" кооператив талăкра 100 тонна ытла сĕте ĕçе кĕртме пултарать. Кунта паян услам çу, типĕтнĕ сĕт, сыр... хатĕрлеççĕ. Продукцие тĕрлĕ региона ăсатаççĕ. Муниципалитетри пилĕк пинлисен клубĕн слетне пуçтарăннисем малтанах çак кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, кунта кăларакан продукцие тутанса пăхрĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи сĕт те çак кооперативах килет. Пахалăхĕ те лайăх. Паха сĕтрен паха продукци тухать. Тутă тытать. Вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса пулни те савăнтарать.
6 регионпа ĕçлет кооператив. Кунта Тутарстан, Мари Эл Республикисенчен те, Чулхула, Самар облаçĕсенчен те турттараççĕ. Ку чухнехи технологипе ĕçлемешкĕн оборудованисем çителĕклĕ. Сĕте тасатаççĕ, сивĕтеççĕ, унтан продукци хатĕрлеççĕ.
Кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертỹçи Зульфир Алигберов паллаштарчĕ.
Унтан слета хутшăнакансем Кзыл Камышри Ф.Ибетов фермер хуçалăхĕн базине куçрĕç. Кунта та курса тĕлĕнмелли самаях пулчĕ. Слета уçнă май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тăрăшуллă ĕçченсене уяв ячĕпе саламларĕ. Профессие кăмăлласа ĕçлени çитĕнỹсем тума май панине палăртрĕ. Муниципалитетра çулталăкра кашни ĕнерен пилĕк пинлĕ сăвăмран темиçе çул маларах иртнине шута илсе клуб ятне улăштарма сĕнчĕ. Чăнах та тăрăшуллисем сăвăма 9 пине те çывхартса пыраççĕ.
Рудольф Васильевич ĕçре малта пыракансене муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, парнесем пачĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов вырăнти 21 пин ытла мăйракаллă шултра выльăх пăхакансен, ĕне сăвакансен ĕçĕ сумлă пулнине палăртрĕ. Вăл шутра сăвăнакан ĕне - 7786 пуç. Кăçалхи 7 уйăхра 27 пин тонна ытла сĕт туса илнĕ. Çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Ял хуçалăх проукцийĕн хакĕ пуррине, унран тупăш илме пулнине каларĕ. Чылай хуçалăхра сĕт сăвас ĕçĕн технологийĕсене лайăхлатса пыни ĕç тухăçлăхне тата та ỹстерме май панине пытармарĕ.
Муниципалитетри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов хуçалăхсенче çак отрасльте ĕçлекенсен йышĕ çамрăкланса пынине палăртрĕ. Çакă савăнтарать.
Муниципалитетри пилĕк пинлисен клубĕн председателĕ Надежда Трофимова нумай çул ĕçлекен сĕт сăвакансене тав турĕ. Çамрăк дояркăсене çак ĕçре çитĕнỹ сунчĕ.
Округпа сĕт пухассипе 5 пункт ĕçлет. Халăхран 36 çын сĕт пуçтарать. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне кашни килограмм сĕте вĕсенчен 14-15 тенкĕпе туянаççĕ. Чăваш Республикипе çак кăтарту 15 тенкĕпе танлашать.
Слета хутшăнакансене Каншелĕнчи Верликовсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |