"Авангард" хаçатăн августăн 8-мĕшĕнче тухнă номерĕнче "Лавкка алăкĕ çинче çăра, умĕнче ашкăрать хыт хура..." ятлă материал пичетленнĕччĕ. Унта Çĕньялти пушă ларакан магазин умĕнче хыт хура ашкăрса кайни, çавна май тĕп урама илемсĕрлетни пирки çырнăччĕ. Çак кунсенче "Деревенская Лавкка" умне тирпей-илем кỹнĕ, унти курăка çулнă, çỹп-çапа та пуçтарнă. Редакцие çакна ĕнентерекен сăн ỹкерчĕке те ярса пачĕç.
Ноябрь 2024 |