Чăваш каччине, купăс ăста калаканскере, хăй тĕллĕнех баяна та алла илнĕскере, хут тăрăх нотăсене çăмăллăнах вулаканскере, çур çул ĕçлесенех культура пайĕ райцентрта пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсенчен фольклор коллективĕ йĕркелеме сĕнчĕ. Интереслĕ сценарисем çырса, ытти специалистсемпе пĕрле Культура керменĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттернисĕр, ялсенчи клубсене тухса методикăлла пулăшу панисĕр пуçне, хăйне фольклор ушкăнĕ йĕркелеме шанни Долинина, паллах, савăнтарчĕ. Культура керменĕ умне пĕлтерỹ хучĕ çакнă хыççăн учреждение çирĕме яхăн килнĕ çынран вăл лайăх юрлама пултаракан уçă сасăллă сакăр хĕрарăма суйласа илчĕ, тỹрех репетицисене пуçăнчĕ. Икĕ сасăпа килĕшỹллĕн тата чĕре хĕлĕхне хускатса юрлакан чăвашсен коллективĕ кĕске хушăрах районта тата облаçра ырă ят çĕнсе илчĕ. Чăваш фольклор тата халăх юррисемпе пĕрлех, коллектив репертуарне хальхи талантлă композиторсен чуна тыткăнлакан кĕввиллĕ юррисемпе те илемлетрĕ пултарулăх ертỹçи. Виçĕ çул хушшинчех фольклор ушкăнĕ "Халăх коллективĕ" ята тивĕçрĕ, районти тата облаçри тĕрлĕ фестиваль лауреачĕ пулса тăчĕ. Культура керменĕнче те, ялсенче те, районти тата облаçри "Акатуйсенче" те чăвашсен пултаруллă коллективне тĕрлĕ наци халăхĕ хапăл туса йышăнчĕ, чун-чĕрене çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм кỹрсе шăрантарнă юрăсем хыççăн кашнийĕнчех тăвăллăн алă çупрĕ.
Кунта, паллах, чи пĕлтерĕшлĕ пулăма та асăнса хăвармалла: коллектива йĕркеленĕ хыççăн çур çул иртсен йыша чипер хĕр - уçă та янăравлă сасăллă Нина Дроздова хутшăнчĕ. Ăна, Шупашкарти кооператив институтне пĕтернĕ хыççăн райпора бухгалтерта тăрăшаканскере, Вадим пĕрре курсах килĕштерчĕ, юрату хĕмĕ унăн чунне кунран-кун ытларах та ытларах ăшăтма пуçларĕ. Хăмăр çỹçлĕ, çавра питлĕ, кăшт туллирех пỹ-силлĕ чăваш хĕрĕ хăй те Вадима тỹрех юратса пăрахрĕ, баянист çине пăхсанах хĕрелсе кайса, вăтанчăклăн пуçне усрĕ. Часах вĕсем каçсерен пĕр сукмака такăрлатма тытăнчĕç, ăшă калаçу çăмхине пĕрле сỹтрĕç. Пĕр çулталăк иртсен вара çамрăксем çемье карапĕ çине ларса пурнăç юхан шывне тухрĕç. Вунă уйăхран çемье карапне ывăл тĕпренчĕкĕн сасси илемлетме пуçларĕ, икĕ çул иртсен вара хĕр пĕрчи те туслă çемье ытамне кĕчĕ. Пурнăç юхăмĕнчи нимле йывăрлăха пăхмасăр, тĕрлĕ чăрмавсене хыçа хăварса, малтан малах талпăнчĕ Долининсен çемье карапĕ. Юратнă мăшăрĕ Нина - ăна, пултарулăхне кура, часах райпон тĕп бухгалтерĕ пулма çирĕплетрĕç - Вадимшăн шанчăклă арăм тата пурнăç тĕревĕ, ачасемшĕн лайăх анне пулни кил хуçине Культура керменĕнче те творчество шыравĕллĕ туйăмпа ĕçлеме хавхалантарса пычĕ.
Ачасем - Петрпа Полина - вăтам шкулта "чи лайăх" паллăсемпе вĕренсе ашшĕпе амăшне чунтанах савăнтарчĕç, вĕсен пуласлăхĕ ăраскаллă пуласси килĕшỹллĕ мăшăра нимĕн чухлĕ те иккĕлентермерĕ. Ашшĕпе амăшĕн шанăçне тỹрре кăларса, вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн Петр Ульяновскри политехника институчĕн инженер-механиксем хатĕрлекен уйрăмне вĕренме кĕчĕ, Полина вара амăшĕн çулĕнчен пăрăнмарĕ - Шупашкарти кооператив институтĕнче пĕлĕве туптама пуçларĕ. Малтан ĕмĕтленнĕ пекех, вĕренỹ отличникĕсем çăмăллăнах бюджет укçипе вĕренекен çутă малашлăхлă студентсен йышне кĕчĕç.
Эх, мăнтарăн Нина... Вăл, хăрушă аварире питĕ вăйлă сурансем илнĕскер, хăйĕн чĕри часах тапма пăрахасса туйса тăнăскер, кĕске вăхăтлăха тăна кĕнĕ хыççăнах институтра вĕренекен хаклă тĕпренчĕкĕсене - Петьăпа Полинăна - пĕр тăхтамасăр палатăна кĕме ыйтрĕ.
Талăкĕпех юратнă мăшăрĕ умĕнче ларакан Вадим вĕсене пысăк инкек пирки смартфонпа пĕр тăхтаса тăмасăр шăнкăравласа пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Петьăпа Полина такси тытса темиçе сехетренех больницăна çитнĕччĕ. Тăнсăр выртакан амăшĕпе юнашар пĕр сехете яхăн ларнă хыççăн вĕсене, вĕçсĕр куççуль юхтаракансене, врач палатăран тухма, коридорти тенкелсем çине ларма сĕннĕччĕ. Тăна кĕнĕ амăшĕ ачисене палатăна кĕме ыйтни пирки илтсенех Петьăпа Полина тỹрех пỹлĕмелле вирхĕнчĕç, хăйсене çутă тĕнче парнеленĕ хаклă çын умне чĕркуçленсе ларчĕç. "Сирĕн умăрта айăп тунă пулсан, каçарăр мана, юратнă чĕппĕмсем, - шала кайнă сасăпа вăйсăррăн калаçрĕ амăшĕ. - Вадим, эсĕ те каçар... Мана юратнăшăн, ачасем çуратма тархасланăшăн тавах сана. Туятăп, манăн ку тĕнчере пурăнмалли шутлă минутсем кăна юлчĕç. Чиркỹ умĕпе иртнĕ чухне, унта кĕрсе манăн чун канăçлăхĕшĕн Турă умĕнче çуртасем çутăр.
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |