РЕСПУБЛИКĂРА пушар хăрушсăрлăх тапхăрĕ малалла тăсăлнă май, вутпа çыхăннă инкек-синкекрен малалла та асăрханма тивет. Акă, çак кунсенче çеç Кивĕ Ахпỹртри пĕр хуçа хăйĕн лаптăкĕнче çитĕнтернĕ тырра çапса илнĕ хыççăн пĕр гектара яхăн хăмăлне çунтарнă. Ун пек тума пачах юрамасть! Çакăншăн граждансене 20, должноçрисене 40, уйрăм хуçасене 80, юридика пĕлтерĕшлисене вара 800 пин тенкĕ таран штраф параççĕ.
Ноябрь 2024 |