Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç Патăрьел муниципалитет округĕнчи Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем.
Черетлĕ информаци кунĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнипе, муниципалитет округĕнче "Пушкин картти" федераци проектне пурнăçа кĕртнипе кăсăкланчĕç, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕнчи проблемăсене сỹтсе яврĕç, ку тĕлĕшпе пурнăçламалли малашлăх тĕллевĕсем пирки те калаçрĕç.
Информаци кунне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Резеда Хуснетдинова, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков, муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Адикина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕсем, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Наталия Андреевăпа Гелсирень Абейдуллова хутшăнчĕç. Нумай пулмасть çеç вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. Ун чухне те комисси шкулсем, педагогсем ачасене Пĕлỹ кунне пысăк хавхаланупа кĕтсе илме хатĕр пулнине каларĕç.
Информаци кунне хутшăннисем те çак шухăшах çирĕплетрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шулта та çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе сахал мар ĕç пурнăçланă, вĕренỹ учрежденине шал енчен пĕтĕмпех сăрласа çĕнетнĕ, классене пурне те кирлĕ пек тирпейленĕ. Опытлă та пултаруллă педагогсем çултан-çул çĕнĕ çитĕнỹсем туни те шкул коллективĕ пĕр тĕллевпе, кун-çул таппинчен юлмасăр аталанса пынине çирĕплетет. Тĕл пулура шăпах çакăн пирки кĕскен паллаштарчĕ те шкул директорĕ Наталия Андреева. Вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова муниципалитет округĕнче вĕрентỹ отрасльне малалла аталантарас тĕллевпе пурнăçланакан программăсем пирки кĕскен каласа пачĕ:
- Кăçал вĕрентỹ учрежденийĕсене юсаса тирпейлеме муниципалитет округĕнчен 2150000 тенкĕ укçа уйăрнă. Унсăр пуçне уйрăм хуçалăхсем, кооперативсем, фермер хуçалăхĕсем шкулсене вĕренỹ çулне хатĕрлеме, унăн таврашне хăтлăх кỹме чылай пулăшрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, 20 шкул, ача-пăчан 11 учрежденийĕ, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени те çĕнĕ вĕренỹ çулне пикенме хатĕр,- терĕ Ирина Петровна хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
Тĕл пулурах Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Адикина федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Пушкин картти" проекта мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарчĕ, ку тĕлĕшпе округри шкулсем кăтартуллă пулнине палăртрĕ.
Паян Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула кирек мĕнле делегацие илсе килсе кăтартма, паллаштарма та кăмăллă. "Вĕрентỹ" наци проекчĕн программипе шалтан та, тултан та çĕнелнĕ шкулта тарăн пĕлỹ пухма та, сывлăха çирĕплетме те, хушма пĕлỹ илме те мĕн пур услови çителĕклĕ. Ку чухнехи хăтлă столовăй, техĕмлĕ апат-çимĕç, спорт зал, ăс-тăна аталантармалли тĕрлĕрен кружок, çарпа патриотла воспитани паракан ятарлă кĕтессем, аваллăх тĕнчине илсе çитерекен музей... Пурте хăй вырăнĕнче, килĕшỹллĕ. Шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова каланă тăрăх, ачасем çеç мар, ашшĕ- амăшĕ те хăйсен пепки çавăн пек хăтлă шкулта пĕлỹ илнĕшĕн çав тери хавас.
Информаци кунĕнчи тепĕр тĕл пулу Патăрьелĕнчи тĕп больницăра иртрĕ. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ сывлăх учрежденинче паян пырса кĕме те кăмăллă. Хăтлă, çутă, таса. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес, пациентсен ыйтăвне тивĕçтерес, чире малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртас тĕллевпе кунта сахал мар тимлеççĕ. Пурлăхпа техника базине тĕреклетсе пырасси те тĕп тĕллевех. Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков ку таранччен "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес ыйтупа пурнăçланса пыракан ĕçсемпе, çав вăхăтрах малашлăх тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.
Юлашкинчен Информаци ушкăнĕ граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăнчĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |