УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне Юрий Тинюков ертсе пыракан хастар волонтерсем гуманитари пулăшăвне çитерни, хăш-пĕр ялсенче хỹтĕлев сеткисем çыхни, саламлă çырусем ăсатни пирки вулакана пĕлтерсех тăратпăр. Ыр кăмăллă, ырă чĕреллĕ çынсем тупăнсах тăраççĕ. Çак кунсенче çеç Турханта пурăнакан Владимир Бузакин волонтерсене салтаксене кирлĕ япаласем туянма пулăшма вунă пин тенкĕ панă. "Тыл хастарĕсем кар тăни пирĕн салтаксене нихçанхинчен ытларах кирлĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та хỹтĕлев сеткине çыхассине те уйрăм ялсенче çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах йĕркелемелле. 56 ялта пĕрер сетка çыхсан та пирĕн салтаксемшĕн пысăк пулăш пулĕ. Паян пирĕн ентешĕмĕрсем сывă таврăнччăр тесе мĕн пур вăя пĕрлештерсе туллин усă курмалла",- тет вăл.
Ноябрь 2024 |