Çĕнĕ лапам ачасемшĕн парне çеç те мар...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2023, 20:12 Просмотров: 213

 ИРТНĔ çулла Шăнкăртамра хăтлă та пысăк ача-пăча лапамĕ хута кайрĕ. Унта паянхи кун шăпăрлансене выляса савăнма, аслăрах çулхисене вăхăтне усăллă ирттерме, аксакалсене канса ларма мĕн пур услови çителĕклĕ. Каçхине çутă та пур. Çавăнпа та мĕн каçченех "Балачак" ача-пăча лапамĕнче уçă та янăравлă сас лăпланмасть. Хальхи вăхăтра кунта ял ачисемпе пĕрлех хуларан хăнана килнисем те выляса киленеççĕ, тренажерсенче хул-çурăмне тĕреклетеççĕ тата ытти те.

 Çапах та çак хăтлă лапам ачасемшĕн парне çеç те мар. Вăл çул хĕрринчен аякрах та мар вырнаçнăран кунтан татти-сыпписĕр техника унталла та кунталла чупать: машина, мотоцикл, скутер... Пĕчĕк хăвăртлăхпа та мар тата! Хăшĕ-пĕри кунта ача-пăча лапамĕ пуррине пĕлсе тăрсах хăвăртлăхне чакармасть. Шăпăрлансем вара çул урлă та каçаççĕ, ун хĕррипе те утаççĕ. Теветкеллĕх пысăк пулни ашшĕ-амăшне те пăшăрхантарать. Çак вырăналла "выртакан полицейски" пур-ха... Çапах водительсем ăна шута илмесĕрех чылайăшĕ ял хушшинчи хăвăртлăха пăхăнмаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика