Килĕшỹллĕ çемьере ĕçсем те кал-кал пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2023, 20:21 Просмотров: 234

Çамрăксем яла юлни, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе вăй хуни савăнтарать. Вĕсем пирки чăн-чăн ĕçченсем тесех хаклас килет. Сăмахăм ман паян Çĕньялта пурăнакан Елимовсем пирки.

Яш-кĕрĕм хуланалла туртăннинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр пуль, анчах вĕсем хушшинче те яла чун-чĕререн юратаканнисем пур. Ун пеккисене тем парсан та тăван çĕртен уйăрма çук. Борис Васильевич шăпах çавсен йышĕнче. 1982 çулта Çĕньялта нумай ачаллă çемьере кун çути курнăскер Шупашкарти 12-мĕш лицейре сварщик, монтажник, каменщик профессине алла илнĕ те ютра пĕр кун та ытлашши тăман. 2004 çулта Анат Тăрмăш хĕрĕпе çемье çавăрнă. Ирина Андреевна кил хуçинчен икĕ çул кĕçĕнрех. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Мăшăр çак ялтах пĕччен пурăнакан Агафия Евграфовна Макарова, ялтилле каласан Чакак аппа патне, уйрăлса тухнă. Çывăх тăванĕ пулмасан та 80 çулти хĕрарăм вĕсене хăйĕн мăнукĕсем вырăнне хурсах йышăннă. 16 çул пĕрле килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Елимовсене ачисене пăхма та, кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама та пулăшнă. Ирина Андреевнăпа Борис Васильевич ăна ырăпа кăна аса илеççĕ.

 Пурнăçа сыпăнтарса пыма укçи-тенки те кирлĕ, унсăрăн паянхи саманара утăм та тăваймастăн. Борис Йĕпреçре вăрман каснă çĕрте вăй хунă, Мускава та çỹренĕ, анчах çемьерен уйрăм пурăнма пĕрре те çăмăл пулманран арçын çĕрпе ĕçлеме шут тытнă.

- Эпĕ ача çуратнă та больницăра, çавăн чухне Борис килчĕ те çĕр илнине пĕлтерчĕ. Çапла ĕçлеме пуçларăмăр, - тесе аса илчĕ Ирина. Мăшăр 40 сотăйра çĕр улми лартнă, туса илнĕ тухăçа сутса Хурама Твартан пушмак туяннă. Чакак аппа пĕр сурăх илсе панă. Витере çуллен йыш хушăнса та хушăнса пынă. Паян Елимовсем тăватă ĕне, 10 яхăн вăкăр, 20 ытла сурăх усраççĕ. 35 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Унта нумай çул ỹсекен курăк, тырă çитĕнтереççĕ. Сухан вăрлăхне те акаççĕ. Кăçал çур гектар никĕсе хывнă, маларахри çулсенче лаптăкĕ чылай пысăкрах пулнă. Çĕрпе ĕçлеме трактор, кăкарса çỹремелли хатĕрсем пур. Сухаламалла, акмалла, утă пухса кĕртмелле чухне çынна йăлăнмаççĕ, Борис хăйех руль умне ларать те хире каять.

Елимовсем 2016 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăл Ирина Андреевна ячĕпе. Борис Васильевич Турханкасси лесничествинче лесникре тăрăшать. Ĕçлĕхлĕ çемье виçĕ ача çитĕнтерет: пĕр ывăл та икĕ хĕр. Даниил Канашри медицина колледжĕнче ăс пухать, Таня Çĕньялти шкулта 6-мĕш класра вĕренет. Катя пирки çурта илем кĕртекенни теме те юрать, лара-тăра пĕлмест, чĕвĕлти чĕлхипе такама та илĕртет. Вăл çитес çул пĕрремĕш класа каять. Йăха тăсакансем те ашшĕ-амăшне май пур таран пулăшаççĕ. Уйрăмах Даниила выльăхсем патĕнче те, ашшĕпе юнашар та час-часах курма пулать.

Тĕп килтен уйрăлса тухнă йывăç çурт кивĕрех пулнăран Елимовсем хăйсем тăрăшнипе тата çывăх тăванĕсем алă тăсса панипе кирпĕчрен икĕ хутлă кермен çĕкленĕ. Шалти ĕçсене Борис ытларах хăй пурнăçланă. Алли-ури чăннипех те ылтăн.

- Борис Васильевич Çĕньял ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă. Пĕр-пĕр уяв е мероприяти ирттермелле чухне нихăçан та айккинче пăхса тăман. Манăн сылтăм алă вырăнĕнчехчĕ. Халĕ те çаплах. Мăшăрĕ те кăмăллă хĕрарăм, ачисем те маттур, - тет Çĕньял территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова.

Тахçанах пĕлнĕ, палланă çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса уйрăлтăмăр Елимовсемпе. Çакăн пек ĕçлĕхлĕ çемьесем пуртан Юхмапа Пăла тăрăхĕн хирĕсенче тырă кашлать, вите тулли выльăх тăрать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика