Тирпей-илем – хамăршăн

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:40 Просмотров: 239

 Çу уйăхĕсем ачасен асне юлаççех. Каникулта вĕсен канас та килет. Хĕвеллĕ те ăшă кунсенче шыв хĕррине анма та, вăрман çывăхне утма та меллĕ. Ачасен хаваслă кулли таврана саланать. Анчах вĕсен çумĕнче тăтăшах аслисем пулни вырăнлă. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне хуларан килнĕ мăнукĕсем те сахалăн мар. Пурин интересне те мала хурса вĕсене кĕнеке упранакан çурта - ялти библиотекăна пухаççĕ Шăхачра. Кăмăла каякан мероприяти вара сахал мар иртет вулавăшра. Ку хутĕнче йĕркеленĕ "Çут çанталăк сире хăнана çеç чĕнмест" экологи сехечĕ пурне те килĕшрĕ. Тăван тавралăха упрасси çинчен пычĕ унта сăмах. Ачасем Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекипе паллашрĕç. Вырăнта ỹсекен ỹсен-тăрансене аса илчĕç. Чĕр чунсене шутласа тухрĕç. Ваттисен сăмахĕсене вуларĕç. Кроссвордсем шĕкĕлчерĕç. Юлашкинчен пĕр пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç. Çỹп-çапа кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахнă вырăнта мар, вараламан лаптăкра пурăнма кăмăллă. Илеме тăвакан çĕрте илĕртỹллĕ. Тăван тавралăха кашнийĕн упрама тăрăшмалла. Çут çанталăк çынна хăнана çеç мар, тирпей-илем тытса тăма та чĕнет-мĕн.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика