Çĕнĕ техника хутшăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:41 Просмотров: 234

Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹ туяннă техникăн 40 процентне патшалăх субсидиленипе усă курса парка юлашки виçĕ çулта чылай çĕнетрĕ. Кăçал та хăй тĕллĕн çỹрекен "Туман-3" им-çам сапаканнине, курăка çулса тỹрех ватса пыракан "Мещера" косилка, сеялка, сỹре туяннă. Çавăн пекех механизаторсене вăй хумалли условине лайăхлатас тĕллевпе виçĕ трактора кондиционер вырнаçтарнă. Августăн 16-мĕшĕнче вара "HORSCH" фирмăн тăпрана 35-40 сантиметр таран кăпкалатакан "Tiger" агрегачĕ хутшăнчĕ.

Кăкарса çỹмелли агрегатпа тĕплĕнрех "Хорш - Русь" пĕрлешĕвĕн регионти представителĕ Ильдар Калясов, "Агро Технологии" пĕрлешĕвĕн ертỹçи Дмитрий Овчинников паллаштарчĕç. Хăватлă техникăна пахалама Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тата ытти тăрăхсенчи хуçалăх ертỹçисем те килчĕç.

Çĕнĕ техника ĕçне кашнийĕ курма, танлаштарма пултарчĕ. Вăл кăпкалатнă çĕрте çĕр мамăк пекех, линейкăпа виçнĕ хыççăн 40 сантиметра яхăн çемçелни палăрчĕ.

 - Хăватлă техникăсемсĕр паян самана таппипе утма йывăртарах, çакна шута илсе техника паркне çĕнететпĕр. Хĕвел çаврăнăш, куккурус тата ытти культура çитĕннĕ лаптăка кăпкалатма шăпах "Tiger" агрегат питĕ лайăх. Вăл ĕçленĕ çĕрте çĕр те сывласа янăнах туйăнать, - терĕ "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорĕ Петр Ялуков.

Сăмах май, патшалăх пулăшăвĕпе юлашки виçĕ çулта муниципалитетра 152 трактор, 17 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен 5 комбайн тата кăкарса çỹрекен хатĕрсемпе прицепсем 600 ытла илнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика