Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:47 Просмотров: 238

Малалли

 Петя тата Полина, телейпе ăнăçу сирĕнпе пĕрле çỹретĕр, ĕçре тăрăшулăх кăтартăр, çынсене яланах ырă сунăр, хăвăр килĕштернĕ çынпа çемье çавăрса аçăра мăнуксемпе савăнтарăр. Вадим, эсĕ, хĕрĕх çиччĕри вăй питти арçын, пĕр çулталăк иртсен хăв суйласа илнĕ тепĕр хĕрарăмпа çемье пурнăçне малалла тăс, унпа телейлĕ пул..." "Сана хăвна та тав тăватăп, юратнă мăшăрăм, - терĕ кравать хĕррине куçса ларнă Вадим. - Мана никампа та улăштармасăр чунтан савса пурăннăшăн, ывăлпа хĕр парнеленĕшĕн, йăха тата хушамата малалла тăсма пулăшнăшăн..." Темиçе минутран, мăшăрĕпе ачисене тăлăха хăварса, пĕтĕмпех вăйсăрланса çитнĕ хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăмăн чунĕ кăвак тỹпен вĕçсĕрлĕхне куçрĕ...

"Аннен пилĕ - чи хакли, чи сăвапли", - тесе ахальтен каламаççĕ çав халăхра. Института "чи лайăх" паллăсемпе вĕçлесен Петя, хăй диплом илнĕ вĕренỹ заведенийĕнчех преподавательте ĕçлес ĕмĕтпе пурăнаканскер, куçăмсăр майпа аспирантурăра пĕлĕве малалла аталантарма пуçларĕ, пĕрлех хулари заводра инженер пулса ĕçлет. Полина вара, нумаях пулмасть ашшĕне тата тетĕшне вĕр-çĕнĕ дипломпа савăнтарнăскер, амăшĕ вăй хунă суту-илỹ предприятийĕнче бухгалтер должноçне йышăнчĕ, çемьери ĕç династине малалла тăсмалли пархатарлă çул çине тăчĕ.

 "Амăшĕ пиллесе хăварнă тивлетпе Петьăпа Полина телейлĕ пулччăрах ĕнтĕ, - хăй çеç илтмелле калаçнă май, çемье альбомне хупса, ăна хăй вырăнне хучĕ Вадим Николаевич. - Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа чăн-чăн профессионалсем пулччăр, телейлĕ çемье çавăрса, мана тата тăвансене ачасен савăк сассисемпе савăнтарччăр".

Часах хыттăн калаçса икĕ пỹлĕмлĕ хваттере Петьăпа Полина кĕчĕç, сĕтел умне пырса полиэтилен пакетĕнчен ĕçмелли-çимелли кăларса хучĕç. –

 Лавкка хупиччен шăпах ĕлкĕртĕмĕр, - хыпăнса калаçрĕ Полина, тетĕшне хĕрлĕ эрех кĕленчине уçма панă май. - Атте, киле таврăннăранпа сăнатăп та, хусах пурăнакан сутуçă пĕрмай сан пирки ыйта-ыйта тĕпчет: "Аçу мĕнле пурăнать, мĕн тăвать?" Туятăп, килĕштерет сана Роза.

- Сăн-пичĕпе килĕшỹллĕ ĕнтĕ кỹршĕри çуртра пурăнакан Роза, кăмăлĕпе те аптăрамасть, - хутшăнчĕ калаçăва ывăлĕ.

 - Ỹт-пĕвĕпе типшĕмрех ĕнтĕ. - Ỹт-пỹ мĕне пĕлтерет вăл? - тỹрех пỹлсе хучĕ ăна йăмăкĕ. - Хĕрарăм анне пек ăшă кăмăллă, пурне те ырă сунакан тата ĕçчен çын пултăр.

- Эй, ан кала, Полина, арçынсен пĕр пайĕ туллирех хĕрарăмсене килĕштерет, тепĕр пайĕ - хыткантараххисене. Пирĕн атте вара анне евĕр туллиреххисене кăмăллать, çак шута, паллах, эпĕ те кĕретĕп... "Ăна тытмалăх-ыталамалăх пур", - теççĕ арçынсем çавра вырăнĕсем илĕртỹллĕн курăнакан хĕрарăмсем пирки.

 Ашшĕ, паллах, çирĕм виççĕри ывăлĕн шухăшĕпе çĕр проценчĕпех килĕшрĕ, анчах çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă ачисемпе вырăнсăр тавлашăва кĕрсе кăмăлне пăсас темерĕ. Çак самантра ун куçĕ умне Рязаньти Людмила Цукановăн сăнарĕ ытарлăн тухса тăчĕ, ăна аса илнĕ май, унăн чĕри çамрăк чухнехи вут-çулăмпа ялкăшма пуçларĕ. "Савнă Людочка, мĕнле пурăнатăн-ши эсĕ хальхи вăхăтра? - мал ĕмĕтлĕ шухăшсен ани тăрăх çỹреме пуçларĕ аллăри хусах арçын. - Мăшăрлă-ши эсĕ е ман пекех пĕччен пурăнатăн? Кам пĕлет: тен, эсĕ те, пĕчченскер, ман пиркиех шутлатăн пулĕ? Çирĕм пилĕк çул хушшинче, паллах, сан пурнăçунта тем те пулса иртме пултарнă. Эсĕ те мана чунтан килĕштернине пĕртен-пĕрре пулса иртнĕ тĕл пулура питĕ лайăх туйса илтĕм. Виçĕ çул каялла мăшăрсăр тăрса юлнăранпа эпĕ сан пирки час-часах шутлатăп, Людочка..."

малалли пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика