Ултавçăсемшĕн акапа вырма çук

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:49 Просмотров: 240

 УЛТАВĂН ури саккăр, теççĕ. Телефонпа услам тăвакансем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хĕрсе кайсах ĕçлеççĕ, таçта та çитеççĕ. Вĕсемшĕн вырма тапхăрĕ те, ака та çук... 2023 çулхи çичĕ уйăхра çеç Чăваш Республикинче пурăнакан икĕ пин ытла çын шăпах вĕсен мăшкăлĕ пулнă, калаçу шанăçне кĕрсе улталаннă, укçа куçарса панă. МИХ хатĕрĕсенчен çакă паллă: кăçалхи çичĕ уйăхра граждансем телефон тата интернет-аферистсен серепине çакланса пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен те 470 миллион тенкĕ ытларах укçа куçарса панă-мĕн!

Кун пек тĕслĕхсем пирĕн муниципалитет округĕнче те пур. Пĕлмен телефон номерĕпе шăнкăравлакансемпе калаçма юраманнине, хăйсем пирки нимĕнле информаци памалла маррине полици сотрудникĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те шар куракансем йышлансах пыраççĕ. Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: Тĕп банк ĕçченĕ пек сирĕн пата шăнкăрав килсен, унпа тỹрех калаçăва татăр! Çакă çеç сире пысăк тăкакран хăтарĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика