Мотоцикл тетте мар, хăпартланса выляймăн!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2023, 19:11 Просмотров: 188

ЮЛАШКИ вăхăтра çул çитмен ачасем мотоциклпа е автомашинăпах çỹрени, çавна май аварисене çакланни пирки çырсах, асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, çак йăнăша ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те тỹрлетесшĕн мар. Водитель правине илмен ачасем çулпа теветкеленсе вĕçтерсе пынине Патăрьелĕнче те, Шăнкăртамра та, ытти ялсенче те час-часах асăрхама пулать. Хăйсем хушшинче мотоцикл е çăмăл машина номерне илсе пăрахса ăмăрту, "гонки" ирттерекен ачасем вара икĕ хут ытла хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Мотоцикл пысăк транспорт хатĕрĕ тееймĕн. Çапах тетте те мар! Унпа кирлĕ чухне тата мĕн пур çул йĕр правилине пăхăнса çеç усă курмалла.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Çул çитмен ачан шăпи, малашлăхĕ - сирĕн алăра. Эсир вĕсен кашни ĕçĕшĕн, хăтланăвĕшĕн яваплă. Инкек вара куçа курăнса килмест. Çавăнпа та 18 çул тултарман ачашăн саккунпа сирĕнех явап тытма тивнине манса каймалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика