Шутлă кунсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2023, 19:15 Просмотров: 200

Муниципалитет округĕнчи 9 шкулта вĕрентỹпе воспитани процесĕпе çирĕплетнĕ профильлĕ программăпа ачасен çуллахи лагерĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене 356 çитĕнекен ăру çỹрет. Лагерьсенче физкультурăпа спорта аталантарассине, туризмпа краеведение мала хурассине, "Манăн çул çỹрев кĕнеки" проектпа килĕшỹллĕн экскурсисене тухассине шута илме палăртнă.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулта каллех ирсерен ачасен хаваслă сасси илтĕнет. Кану лагерьне çỹрекенскерсен иккен вăл. Ирхи зарядка хыççăн вĕсем апата кĕреççĕ. Унтан кун йĕркипе çирĕплетнĕ мероприятисем пуçланаççĕ. Пĕри те пĕрешкел мар. Пурне те Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе çыхăнтарнă.

Пĕрремĕш кунах çитĕнекен ăру Треньелĕнчи спорт лапамĕнче пулчĕ. Иккĕмĕш кун вара бассейна çул тытрĕ. Кунти кану хыççăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ ячĕпе "Пĕлетпĕр-и эпир Тăван çĕршыва?" квест вăйă йĕркелерĕç. Ачасем ăна хатĕрленсех килнĕ. Çийĕсене кăвак, шурă, хĕрлĕ тĕссемлĕ тумсем тăхăннă.

2 отрядра 30 ача канать. Вĕсемпе тĕллевлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе ỹкерчĕксен конкурсĕ пулмалла. "Çут çанталăка упрар!" плакатсен конкурсне йĕркелеççĕ. Интереслĕ çул çỹревсене тухаççĕ ачасем. Кỹршĕллĕ Комсомольски муниципалитет округĕнчи "Слава картофелю" ял хуçалăх предприятине çитеççĕ. Вĕсем телейлĕ те ĕçлĕхлĕ çынсен пурнăçĕпе интересленеççĕ.

 Маларах çуллахи лагерьте каннисем Шупашкарта пулнăччĕ. Музейсене кĕнĕччĕ. Унта çитнисем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Ку хутĕнче вара Шăмăршăри наци паркне çул ỹкересшĕн. Эрнекуна палăртнă çул çỹрев те интереслĕ пулмалла. Ун чухне ялти паллă вырăнсене çитеççĕ

. Ачасемпе икĕ воспитательница - Альфида Зейнетдиновăпа Татьяна Петрякова - ĕçлеççĕ.

- Ирĕклĕ кану килĕшетех ачасене. Хăшĕсем тус-юлташне те тунсăхланă. Пĕр-пĕрне каласа памалли питĕ нумай вĕсен. Кĕнеке вулама та юратаççĕ. Унти сăнарсене куç умне кăлараççĕ. Асăрханулăх çинчен манмаççех. Çул урлă палăртнă вырăнтан çеç каçаççĕ. Шыва кĕнĕ чухне те кирлĕ инструктажа илеççĕ,- тет лагерь начальникĕ Раиля Вахитова.

Ачасене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Менюпа кăмăллă вĕсем. Эльмира Азмуханова повар çу вăхăтĕнче витаминлă апатсем ытларах çимеллине асăрхаттарсах тăрать. Çырла, панулми шкулти сад пахчинче те çителĕклех ỹсет.

- Канма килĕшет пире. Питĕ шел, эрнелĕх çеç пырать вăл. Аслисем çитĕнекен ăрушăн çакнашкал тăрăшнăшăн савăнатпăрах. Шкула çĕнĕ вăй-халпа килетпĕр. Тăрăшса вĕренме пулатпăрах, - теççĕ ачасем пĕр саслăн.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика