Сунарçăсемшĕн "Кузьмич" аслă егерь - тĕслĕх, çамрăксен наставникĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2023, 19:20 Просмотров: 193

Чылай чухне çынна хисеплесе тата сума суса ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ. Патăрьелĕнче пурăннă "Кузьмич" аслă егере пĕлмен е палламан çын сахал пулнă-тăр. Чăваш Республикинчи сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлĕхĕн аслă егерĕнче чĕрĕк ĕмĕр тăрăшнă Владимир Иванович Андреева юлташĕсем псевдонимне, хушма ятне ытахальтен шыраса тупман. 1995 çулта сенкер экран çине пуçласа тухнă "Особенности национальной охоты" комединчи тĕп сăнар, "Кузьмич" сунарçă сăнĕпе те, кăмăлĕпе те, хăтланăвĕпе те, тумтирне тăхăнассипе те ăна аса илтернĕрен ухатана пĕрле çỹрекенсем ăна çапла хисеплесе чĕннĕ те.

Анчах шел, шыв, шурлăхпа çаран, хир кайăкĕсене тытма ирĕк паракан 2023 çулхи çуллахи-кĕркуннехи сезона уçнă çĕре (августăн 19-мĕшĕнче) "Кузьмич" хутшăнаймарĕ... Пурнăçа, çут çанталăка юратакан профессионал сунарçăн чĕри çур çул каялла сасартăк тапма чарăнчĕ.

Ырă çыннăн ячĕ вилĕмсĕр, теççĕ. Владимир "Кузьмича" çывăх пĕлекен, хисеплекен юлташĕсем унсăр иртекен кăçалхи çуллахи-кĕркуннехи сезон пуçланиччен сумлă та пархатарлă ĕçрен пурнăçларĕç. 50 çул ытла ĕнтĕ ырă йăлана кĕнĕ йĕркепе Анат Туçапа Кзыл Чишма хушшинче сунар сезонне уçакан вырăнта, Çирĕклĕ кỹлĕ çывăхĕнче егерĕн çутă сăнарне, ырă кăмăлне асра тытса сунар символикиллĕ чул-палăк вырнаçтарчĕç. Унта çапла çырнă йĕркесем пур: "За добрые охотничьи традиции наших отцов... Светлой памяти егера "Кузьмича" - Андреева Владимира Ивановича".

Çак кунсенчех Упамсари вăрманта тепĕр ырă ĕç тунă, "Кузьмич уçланкине" ("Поляна Кузьмича") уçнă. Çак лапамра аслă егерь хăйĕн юратнă ĕçне сахал мар пурнăçланă. Кашни кун тенĕ пекех вăрманти чĕр чуна тăрантарма апат илсе килнĕ: тырă, тăвар тата ытти те. Çут çанталăк тусĕ вăрманпа та, кỹлĕ таврашĕпе те, тискер чĕр чунпа та, кайăк-кĕшĕкпе те, сунарçăсемпе те пĕр чĕлхе тупнăран хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланă та.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Сунарçă, пулăçă, утарçă, кăмпаçă... пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем мар пулин те, вĕсене темĕнле асамлăх пĕрлештерсе тăрать, вĕсем кашниех хăйне мĕн кирлине тупма пĕлекен çынсем. Чăн-чăн ухатаçă пулас тесен вара çынра паха енсем ытларах пулмалла. Вĕсенчен чи кирли - тỹсĕмлĕхпе тимлĕх. Шăпах çак икĕ ен сунарçăна йывăрлăхсем умĕнче парăнмасăр хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пулăшать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Владимир Андреев паллă егерь çакнашкал хастар пулнă. Вăл яланах сунарçăсене пĕрлештерекен ырă йăла-йĕркене малалла тăсма, чăрмавсем умĕнче парăнмасăр палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă.

 "Кузьмич" муниципалитетри сунарçăсемшĕн ĕçтеш çеç мар, чăн-чăн тус, шанчăклă юлташ пулнă. Юлашки çулсенче вăл йыша чылай çамрăка явăçтарнă, вĕсене сунар вăрттăнлăхне вĕрентнĕ. Сунарçăсен пĕрлĕхĕ туслă та, шанчăклă та. Ахальтен мар Юхмапа Пăла тăрăхне сунар сезонне уçма е ухатана хутшăнма Норвегинчен, Италинчен тата ытти пысăк хуласенчен, тăрăхсенчен те сунар ĕçне кăмăллакансем хапăл тусах килеççĕ. Шанас килет, аякри кĕтессенчен килекен хăнасем Патăрьел тăрăхне такăрлатнă çула нихăçан та хыт-хура пусмĕ, "Кузьмич" аслă егере хисеп туса лартнă Çирĕклĕ кỹлĕ вырăнĕ лицензиллĕ пăшаллă çынсемшĕн сăваплă вырăн пулса юлĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика