Хаçат илме – почтăна

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2023, 19:21 Просмотров: 245

 Кивĕ Катек ялĕнчен хаçат вулакан пăшăрханса шăнкăравларĕ. Районти "Авангарда" юлашки 4 номерне паманнишĕн кỹреннине палăртрĕ. Ыйту хуравне тупас тĕллевпе ялти почта çыхăну уйрăмне шăнкăравларăмăр. Почтальонка черетлĕ канăва кайнă-мĕн. Ăна улăштаракан çук. Çавăнпа хаçата вулакан патне палăртнă кунсенче çитереймен. Халĕхаçата вăхăтлăха почта уйрăмне пырса илеççĕ.

 Почта ĕçченĕсем юлашки вăхăтра урăхлатнă кун йĕркипе ĕçлеççĕ. Çакă та хăш-пĕр йывăрлăхсем кỹрет. Çавах "Авангард" подписчиксем патне яланхиллех вăхăтра çитессе шанатпăрах.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика