ПАТĂРЬЕЛ муниципалиет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Ыхра Çырминчи Решит Санзяпов фермер ял аталанăвĕшĕн, çынсемшĕн, коллектившăн час-часах ырă та пархатарлă, сăваплă ĕç тăвать. Нумай пулмасть çеç вăл Чăваш Ишек ялĕнчи çветтуй Пантелеймон ячĕллĕ çăлкуç таврашне тирпей-илем кĕртме строительство материалĕпе пулăшнă. Хальхинче вара Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен ачасене "Тантăш" тата "Тетте" хаçат-журнал çырăнса панă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те пĕлỹ çуртĕнче вĕренекен чăваш тата тутар ачисем çĕнĕ хыпарсемпе, "чун апачĕпе" паллашсах тăнă. Ыхра Çырмин территори пайĕн хисеплĕ çынни Решит Шейхуллович Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче шкул коллективне çавăн пек парне тунăшăн вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те ăна чун-чĕререн тав тăваççĕ. Ырă та сăваплă ĕçĕсем фермера малашне те çăмăл мар ĕçре пулăшсах пыччăр.
Ноябрь 2024 |