ТЕПĔР чухне ялсенче хăшĕ-пĕри çурт умĕнчи çĕр лаптăкне хур-кăвакал усрама е ытти сăлтавпа тытса илнине асăрхама пулать. Çапла туса вĕсем патшалăх çĕрĕпе хуçаланнине пĕлтерет.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Кузнечная урамра пурăнакан çак икĕ çемье те ку тĕлĕшпе саккуна пăхăнмаççĕ иккен. Вĕсем пахчи умĕнчи лаптăка кĕрсе каясран иртсе çỹрекен çул хĕрринченех шалча çапса хăю карса хунă. Çакă вара аслă çулпа çỹрекен водительсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Хыпара хаçат редакцине çитернĕ пенсионер каланă тăрăх, вĕсене кун пирки асăрхаттарнă та. Анчах хуçасем ку таранччен хăйсен йăнăшне тỹрлетмен. Шанас килет, хальхинче вĕсем çак сăмахсене илтеçех.
Ноябрь 2024 |