ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 2б класра вĕренекен тата 6б класри кадетсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен Юрий Тинюков тата Владимир Ершов хастар волонтерсемпе, "Бугай" тата "Еремей" позывнойсемпе çỹрекен отпускри салтаксемпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Çар паттăрĕсем, волонтерсем Тăван çĕршыва хỹтĕлесси пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, кашни салтак хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланине каланă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă, вĕсене çирĕп кăмăллă, чăн-чăн патриот туйăмлĕ ỹсме, вĕренỹре тата спортра ỹсĕмсем тума ăнăçу суннă. Кĕтнĕ тĕл пулу вĕренекенсемшĕн чылайлăха асра юлĕ.
Ноябрь 2024 |