Красномайски ялĕнче "Раççей Федерацийĕнчи сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес" тата "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹл-лĕн модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума пуçăннă. Çакă ялта пурăнакан 350 çынна ку чухнехи сиплев учрежденинче тата хальхи оборудованисемпе тĕллевлĕ медицина пулăшăвĕ пама май парĕ.
Красномайскисем çĕнĕ ФАП тăвасси вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хальхи вăхăтра пациентсене кивĕ çуртра йышăнаççĕ. Тĕп больницăна çитме те вара 30 çухрăм ытла. Çакă медицина пулăшăвне илме йывăрлăх кỹрет. Фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси типлă проектпа пырать, ăна ку чухнехи медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтерĕç.
Объекта "Каскад" пĕрлешỹ çĕклет. Паянхи куна çуртăн никĕсне хывнă та ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра стенисене хăпартмалла, шалти ĕçсене пуçăнмалла.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |