РАÇÇЕЙРЕ 2024 çултан чи пĕчĕк ĕç укçи виçине 18,5 процент ỹстерме палăртаççĕ. Ку вăл инфляци шайĕнчен тата пĕтĕмĕшле ĕç укçи ỹссе пынинчен чылай пысăкрах. Кун пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин стратеги аталанăвĕн тата наци проекчĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче асăннă.
"Çитес çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçи виçине харăсах 18,5 процент ỹстерме палăртатпăр. Çакă вăл çĕршыври пĕтĕмĕшле инфляци тата ĕç укçи виçи ỹссе пынин шайĕнчен самай пысăкрах", - тесе палăртнă Владимир Путин.
Ноябрь 2024 |