Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2023, 07:52 Просмотров: 158

малалли

- Каçĕ, чăнах та, питĕилемлĕ.

 - Юмахри пекех хитре тейĕттĕм эпĕ, - арçын çумне хăюллăн пырса ларса, ун çумне ачашшăн сĕртĕнчĕ упăшкинчен уйрăлнă хĕрарăм.

- Роза, кирлĕ мар... - кăшт айккинерех куçса ларчĕ арçын.

- Хăçанччен пĕччен пурăнасшăн эсĕ, Вадим? - каллех арçын çумне куçса, ăна хулпуççирен сăтăрса илчĕ сутуçă. - Пирĕн, чĕррисен, малалла пурăнмалла. Çулсем шăваççĕ те шăваççĕ, пире çамрăклăхра хăвармаççĕ... Эпĕ сана чунтан парăннă арăму пулăп. Эсĕ ман патăма пурăнма куçăн. Сирĕн хваттерте Полина юлать. Хитре те ăшă кăмăллă хĕр валли часах тивĕçлĕ каччă та тупăнĕ. Ах, Полина... Амăшĕн сăн-пичĕпе ỹт-пĕвне пĕтĕмпех ỹкерсе илнĕ-çке вăл. Петя вара - санăнне. Аслă пĕлỹ илнĕ Полина хăтлă хваттерĕре илемлĕ мăшăр илсе килĕ. Вĕсем унта телейлĕн пурăнĕç, иксĕмĕре мăнуксемпе савăнтарĕç...

 - Роза, пăхатăп та, эсĕ пирĕншĕн пĕтĕмпех шутласа хунă иккен! - ура çине тăрса хĕрỹллĕн калаçрĕ Долинин.

- Вадим, телейлĕ хĕрарăм пуласшăн эпĕ, сана та ăраскаллă тăвасшăн. Ăнланатăн-и эсĕ çакна?

- Роза, пĕлетĕн-и, хамăн чĕрене хистеме пултараймастăп-çке эпĕ, - хĕрарăма кỹрентерес мар тесе, сăмахсене суйла-суйла васкамасăр ăнлантарчĕ ăна Вадим.

- Эпĕ саншăн вăхăтлăх тĕл пулусем ирттермелли хĕрарăм пулма та хатĕр. Мансах кайнă: сана аллă çулхи юбилейпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

- Тавтапуç, Роза.

- Санăн чаплă юбилей уявне нихçан манăçми йăпанăç каçĕпе илемлетесшĕн эпĕ, Вадим. Атя халех, çак самантрах манăн хваттере каяр, унта юбилей каçĕ тăвар. Манăн кравать - сарлакаскер, икĕ çын валли тунăскер... - йĕри-тавралла пăхса илнĕ хыççăн арçынна алăран çирĕп ярса тытса, ăна çывăхри хăй пурăнакан икĕ хутлă çурт еннелле сĕтĕрме пуçларĕ хĕрарăм.

- Роза, каçар, эпĕ каллех йĕркеллĕ çемье çавăрасшăн, - аллине каялла карт! туртса илчĕ Вадим. - Вăхăтлăх йăпану каçĕсем мана, аллăри арçынна, пачах илĕртмеççĕ. "Лавккана таварсем турттарса килекен райпо водителĕпе тĕл пулма чăрмантармăп сире, - шухăшсен хĕмне ялкăштарса илчĕ Вадим. - Мана пурнăç валли шанчăклă арăм - хама никампа улăштарман хĕрарăм кирлĕ. Тепĕр тесен, типшĕм пỹ-силлĕ хĕрарăмсене килĕштерекен арçынсен шутĕнче те мар эпĕ..."

- Вадим, нумай çухататăн эсĕ, - куçран йăлăнуллăн пăхрĕ хĕрарăм.

- Роза, каçар, пĕлетĕп: эсĕ ĕçчен те кăмăллă хĕрарăм, анчах ман валли мар, - терĕ те Вадим, васкавлăн подъезда кĕрсе кайрĕ.

- Хĕрарăм ыйтнине тивĕçтермен арçынна пурнăçра пĕрремĕш хут куратăп, - кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ те Роза, пуçне усса хваттерĕ еннелле таплаттарчĕ.

Черетлĕ отпуска кайнă Вадим Николаевич тепĕр кун ир- ирех вăранса кайрĕ те, лăпкăн çывăракан ачисене вăратас мар тесе, хваттер алăкне хуллен уçса подъезда тухрĕ. Почта ещĕкĕнчи хаçатсене курсан, тỹрех унта пычĕ, вĕсене ерипен кăларса алла тытрĕ. Хаçатсем хушшинче хитре маркăллă конверт та пулнă иккен. Ăна, бетон урайне шаплатса ỹкнĕскере, Вадим асăрханса, темле хаклă япала тупнăн, пĕшкĕнсе илчĕ. Кăвак конверта алла тытсанах, вăл арçын чун-чĕрине валакран юхакан шыв пекех пăлхатса ячĕ: "Камран-ши ку çыру?" Вадим Николаевич хаçатсемпе конверта хыттăн чăмăртаса хваттер чỹречи умĕнчи пĕчĕк пахчана кĕчĕ, унта сак çине ларса çырăва вулама пуçларĕ. Рязаньти культура институтĕнче пĕрле вĕреннисем тепĕр виçĕ кунтан çак хулана пухăнаççĕ иккен, хăйсем диплом илнĕренпе çирĕм пилĕк çул çитнине ĕмĕр асăнмалăх палăртма хатĕрленеççĕ. Вырăссен талантлă поэчĕ Сергей Есенин çуралса ỹснĕ тăрăхри илемлĕ хулара иртекен тĕл пулăва Вадим Долинина та, группăра профсоюз ертỹçи пулнăскере, йыхравлаççĕ-мĕн. "Ыранах çула тухатăп, - ытлашши хумханса кайнăскер, ура çине тăрса каллĕ-маллĕ уткалама пуçларĕ культура ĕçченĕ.- Рязаньте çине тăрсах Людмилăна шыраса тупатăп, хама пăлхантаракан мĕн пур ыйтăва уçăмлататăп. Савăнтарĕ-и мана çак тĕл пулу е хумхантарĕ - хитре хĕрарăмпа хăйĕнпе куçа-куçăн тăрса калаçмалла. Енчен те Люда Цуканова пĕчченех пурăнать пулсан, унпа тỹрех хулари ЗАГС уйрăмне çул тытмалла..."

Рязаньтен килнĕ йыхрав хучĕ Вадим Долининăн ывăлĕпе хĕрне те савăнтарчĕ, вĕсем хăйсен ашшĕне ыранах, пĕр тăхтаса тăмасăр, вăрăм çула тухма хистерĕç. Облаç центрĕнче тăватă çул вĕренсе, унта ашшĕ çамрăклăхăн пĕр пайне хăварнă май, çак хулара унăн юратнă хĕрĕ е чун килĕштернĕ хĕрарăмĕ те пулма пултарнине темле "улттăмĕш туйăм" систерчĕ пулинех Петьăпа Полинăна.

4.

"Канаш-Мускав" расписанипе çỹрекен пуйăс çинчен аннă хыççăн Вадим Долинин, хура портфель тытнăскер, Казански вокзалта билет туянса Рязане каякан пуйăс çине куçрĕ. Вакунра, хăйне тивĕçекен купе еннелле утнă май, уçă алăкран питĕ палланă тата чĕрене çывăх сасса илтсен Вадим, умра темле асамлă япала выртнăн, тăп! чарăнса тăчĕ. "Пулма пултараймасть: Валерий Окуловăн, тахçан ăнсăртран паллашнă çар офицерĕн çăра баритон сасси-çке ку!" - самантарх ăнкарса илчĕ чăваш арçынни.

Чăнах та, купере подполковник пакунĕллĕ Окулов - вăл унчченхинчен питех улшăнман-мĕн - хăйĕнпе хирĕçле ларакан илемлĕ хĕрарăмпа кăмăллăн калаçса ларать иккен.

Малалли пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика