Кĕнеке авторĕсем - ачасем

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2023, 07:59 Просмотров: 159

"Пĕтĕм Раççейри шкул летопиçĕ" инновациллĕ вĕрентỹ проекчĕ Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тата наука, стратегилле пуçару агенстви пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те çак проекта хутшăнаççĕ. Виççĕмĕш хут ĕнтĕ вĕсем класпа хăйсен кĕнекине хатĕрлерĕç. Ку хутĕнче ăна "Эпир çĕкленĕ çурт" ятпа пичетлерĕç. Унта 9а класра вĕренекенсем явăçрĕç. Ертỹçисем - вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен, класс ертỹçи Р. Валитовăпа шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Г.Субханкуллова.

Мускавра пичетленсе тухнă кĕнеке алăра. Вăл çитĕнекен ăрăва хаваслăх кỹрет.

Çакнашкал ĕç вĕрентỹ процесĕнче питех те кирлĕ. Вăл шкул пурнăçне асра тытма пулăшать. Ачасене тĕрлĕрен интереслĕ фактсем шыраса тупма явăçтарать.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика