2014 çултанпа пирĕн çĕршывра августăн 31-мĕшĕнче Ветеринар ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи выльăх тухтăрĕсем те уява пĕр йĕрсĕр ирттермерĕç. Аслă Чемен территори уйрăмне кĕрекен "Алтуш" уçланкăра йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие пухăннисене Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов, Аслă Чемен тата Шăхач территори уйрăмĕсен начальникĕсем Станислав Капитоновпа Лилия Кутузова саламларĕç. Вĕсем выльăх тухтăрĕсен ĕçĕ питĕ яваплине, кану е уяв кунне, ир-каçне пăхмасăр ĕçленине, округра усал тата йĕрекен чирсем сарăласран ырми-канми тăрăшнине, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттернине палăртрĕç.
Уявра çавăн пекех Петр Ефимов нумай пулмасть çеç пичетленсе тухнă, сăрă шăрши те сĕврĕлсе ĕлкĕреймен "Патăрьел районĕн ветеринари служби: çулсем тата çынсем" ятлă кĕнекине презентацилерĕ. Кунта ветеринари службин унчченхи тата паянхи ĕçĕпе, пурнăçĕпе, выльăхсене сиплессишĕн тăрăшнă çынсемпе туллин паллашма май пур.
Нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакансене те уявра палăртса хăварчĕç. Вĕсене республика, район шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç.
Выльăх сиплевçисене Аслă Чементи "Чемен" тата Шăхачри "Умарина" ансамбльсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |