ÇАК кунсенче Шăхачри территори пайне Чĕмпĕрти драма театрĕн хастарĕсем ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ. Сцена ăстисене чăваш, ирçе, вырăс халăхĕ пурăнакан халăхăн культури, йăли-йĕрки, фольклор аталанăвĕ, ял историйĕ кăсăклантарнă.
Паянхи кун Шăхач ял историне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Феоктист Васильев пек нумай тата анлă пĕлекен, ас тăвакан çук-тăр. 97 çулхи вăрçă ветеранĕ хăнасене ял историне кăсăклансах каласа панă. Нумай çул ял вулавăшĕнче тăрăшнă Раиса Горшкова библиотекарь вара ялта халăх фольклорĕ мĕнле аталанса пыни, тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнни, ырă йăла-йĕрке пирки аса илнĕ. Хăнасемшĕн Николай Стефейкин баянист ертсе пынипе хĕрарăмсем виçĕ чĕлхепе - чăвашла, мăкшăлла, вырăсла - шăрантарнă юрăсем пысăк парне пулнă.
Ноябрь 2024 |