Ашшĕ-амăшĕн пичĕ те хĕрелет, енчĕкĕ те çỹхелет...

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2023, 21:52 Просмотров: 507

 ЮЛАШКИ вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин кашни ларăвĕнче тенĕ пекех 18 çул тултарман арçын ачасем транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк паракан документсăр мотоциклпа е автомашинăпа килтенех ларса тухса кайнă пирки материалсем пăхса тухаççĕ. РФ КоАПăн 12.7 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн протокол çырнă çамрăксемшĕн вара ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет.

 Комиссин иртнĕ ларăвĕнче те Хирти Пикшикри 16 çулхи каччă каçхине аслисене систермесĕр мотоциклпа çỹренĕ, çул-йĕр инспекторĕсен аллине çакланнă. Юрать-ха, çак тĕслĕх пăтăрмахпа вĕçленмен. Саккунпа килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшне ачине пăхса çитерейменшĕн, тивĕçлĕ воспитани паманшăн РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе айăпланă. Унсăр пуçне çемье бюджетĕнчен штраф та тỹлеме тивĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика