Кивĕ Катексем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ, салтаксемшĕн кар тăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2023, 21:52 Просмотров: 480

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи чылай ялта хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ. Ку тĕлĕшпе Кивĕ Катексем çак пархатарлă ĕçе вăйлатсах пыраççĕ, кашни кунах ял-йышпа культура çуртне пуçтарăнса пĕр чарăнмасăр тенĕ пек салтаксем валли хỹтĕлев сеткисем хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне ентешĕмĕрсем патне гуманитари пулăшăвне те çитерсех тăраççĕ. Пархатарлă ĕçе волонтерсем урлă пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Юрий Тинюков волонтерсен ушкăнне çар операцине хутшăнакан паттăрсене çарта кирлĕ япаласем туянма 71 пин тенкĕ пуçтарса панă. Ырă ĕçсем салтаксене частарах Çĕнтерỹпе таврăнма хавхалантарччăр çеç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика