Иван Алешев:"Ĕçĕм çынна юрăхлишĕн мăнаçланатăп"

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2023, 21:59 Просмотров: 524

Машина çине ларса çил ачипе ăмăртма ĕмĕтленнĕ вăл. Çитĕнсен руль умне ларса тимĕр "тусĕпе" инçе çула тухма, тĕрлĕ тиев турттарма, çынсене лартса çỹреме тĕллев лартнă. Çапла, çапла. Техника енне туртăнасси Патăрьел ялĕнче пурăнакан Иван Алешевăн (сăн ỹкерчĕкре) ача чухнех пуçланнă. ... Умри тĕллеве пурнăçа кĕртме ĕмĕтри сăнар - водительте, каярах инструкторта тимлекен ашшĕ Николай Юрьевич (чунĕ канлĕхре пултăр) - ырă витĕм кỹнĕ. Юратнă çыннин кашни хусканăвне сăнанă, унран нумай хăнăху илнĕ Ваня. Патăрьел вăтам шкулне вĕренсе пĕтерни çинчен алла аттестат илсен район центрĕнчи ДОСААФ автошкулне çул тытнă. Ывăлĕн шухăш-ĕмĕтне амăшĕ - ача садĕнче тата ветеринари службинче тăрăшакан Екатерина Николаевна та - ырланă.

Унтанпа 10 çул ытла ĕнтĕ Патăрьелĕнчи "Престиж" автошкулта инструкторта тимлет Иван Алешев. Çак тапхăрта вуншар-вуншар çамрăка (аслăраххисене те) автомашинăпа çỹреме хăнăхтарнă, хăнăхтарать те.

Инструктор ĕçĕ - пăхма кăна çăмăл. Мĕн чухлĕ чăтăм, пĕлỹ кирлĕ пирвайхи хут руль умне ларакана техникăпа "туслаштарма"! Ансатрах ĕçрен кăткăсси патне çитиччен мĕн чухлĕ тар тăкмалла... Машинăна тапратма-чарма, хăвăртлăхне куçарма, малтанласа - тỹрĕ çулпа пыма, каярах пăрăнчăксемпе çаврăнăç тума, гаража тата çулпа параллельлĕ лартма, сăртран хăпарнă-аннă чух чарăнма-хускалма, пĕчĕк вырăнтах çаврăнма... Çутăсене вăхăтлă çутма-сỹнтерме, çуран çỹрекене тата аслă çул çинчи транспорта ирттерме пĕлмелле тата. Татти-сыпписĕр хĕвĕшекен автомобильсем хушшинче çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Паллах, тăрăшмасăр-тертленмесĕр ним те пулмасть. Хăш-пĕр вĕренекен аллине усма та хатĕр, тепри - çине тăраканни - малалла талпăнать. Çын психологине витĕр туйса тăраканскер, Иван Николаевич пулас водительсене вăрçмасăр, васкамасăр, сассине пусарса ăнлантарать, шỹтлĕ сăмахпа хавхалантарать. Ку е вăл маневр "пиçсе çиттĕр" тесе пĕр-пĕр хăнăхăвах темиçе хутчен тутарать. Маршрутпа кирлĕ вăхăт таран çỹресе çитерсен вĕренекенрен мĕн ăнланманни çинчен ыйтать, ỹсĕм е йăнăш сăлтавĕсене тишкерет. Чăн-чăн професси ăсталăхĕ, педагогикăн чи вырăнлă мелĕ!

- Вĕренекенĕмсем çăмăл автомашинăна çỹретес енĕпе экзамена ăнăçлă тытни чунтан савăнтарать, - тет пуян опытлă инструктор. - Ырми-канми ĕçĕм сая кайманни - темрен те паха.

Çапла, тăрăшмасăр нимле йывăрлăха та парăнтараймăн. Умри тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăма вĕрентет ачисене Иван Николаевич. Мăшăрĕпе Людмила Анатольевнăпа (вăл - ача сачĕн воспитателĕ) пĕрле этемлĕхĕн чи паха енĕсене - ĕçченлĕхе, çынлăха - вĕсенче аталантарать. 9-класс пĕтернĕ Анна, 2-класа куçнă Матвей, ача садне çỹрекен Стефания, чăн та, туслăхпа юрату хуçаланакан çемьере хăйсене çав тери телейлĕ туяççĕ. Аслисен сăмахĕ вĕсемшĕн - саккун.

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай чĕлхипе каласан, Иван Алешев инструктор халăх ырлăхĕшĕн, ун ăраскалĕшĕн пурăнать...

Зинаида СВЕКЛОВА, Шăмăршă районĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика