Кирлĕ: 1 кг купăста, 1 кг помидор, 1 кг хăяр, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг кишĕр, 200 г тип çу, 200 г 9 процентлă уксус, тăвар, сахăр. Пахча çимĕçе улăм пĕрчи евĕр турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла. Пурне те пĕрле хутăштармалла, тип çу, уксус, 4 апат кашăкĕ тăвар, 8 апат кашăкĕ сахăр ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 20 минут пĕçермелле. Хутăша стерилизациленĕ банкăсене тултарса тимĕр хупăлчапа хупмалла. Сивĕниччен ăшă япалапа витсе хумалла.
Аджика
Кирлĕ: 2,5 кг помидор, 0,5 кг пылак пăрăç, 300 г йỹçĕ пăрăç, 100 г 6 процентлă уксус, сахăр, тăвар. Пахча çимĕçе тасатнă хыççăн аш арманĕпе авăртмалла, хутăштарса пăтратмалла, тип çу, уксус, 4 апат кашăкĕ тăвар ярса пĕр сехет пĕçермелле. Хатĕр аджикăна стерилизациленĕ банкăсем çине вĕрилле тултарса хупмалла.
Борщ валли
Кирлĕ: 3 кг хĕрлĕ кăшман, 1 кг кишĕр, 1 кг сухан, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг помидор, 1 стакан сахăр, 3 апат кашăкĕ тăвар, 125 мл 9 процентлă уксус, 1 стакан тип çу, тăвар, сахăр. (Çур литрлă 12 банка тухать). Пур пахча çимĕçе çуса тасатмалла, таз çине сийĕн-сийĕн хумалла: çурма çавракан каснă сухан, шултра терка витĕр кăларнă кăшман, кишĕр, улăм пĕрчи евĕр туранă пăрăç, çурма çавракан каснă помидор. Пахча çимĕçе тăвар, сахăр, уксус, тип çу хушса пăтратмалла, пĕчĕк çулăм çине лартмалла. Сĕткенĕ тухсанах çулăма вăйлатса 25 минут пĕçермелле. Вĕри хутăша стерилизациленĕ банкăсене тултармалла, хупмалла. Хĕлле вара яшкана çĕрулми, купăста тата банкăри салата ярăр та - 7-10 минутран борщ хатĕр.
Ноябрь 2024 |