Холодильникре темĕн тĕрлĕ апат упратпăр. Анчах хăш-пĕр çимĕçе унта хума юраманнине пĕлнĕ-и?
Çăкăр. Ăна холодильникре вуçех упрама юрамасть. Çăкăр сивĕ çĕрте хăвăртрах типет.
Ыхра. Ку пахча çимĕç сивве чăтаймасть. Вăл типĕ çĕрте лайăхрах упранать.
Чĕлхене пĕçертекен соус. Техĕмлĕхлĕ соуса холодильникре упрамалла. Анчах чĕлхене пĕçертекеннине мар. Ăшă çĕрте вăл ытларах упранать.
Çĕр улми. Холодильникре унăн крахмалĕ сахăра çаврăнать. 7 градус сивĕ те çимĕçшĕн сиенлĕ. Холодильникре унăн тути те улшăнать. Çавăнпа çимĕçе урăх çĕрте упрамалла.
Помидор. Вăл ăшша кăмăллать. Ăна холодильнике хумасан лайăхрах: тути те улшăнмасть.
Сухан. Ăна сеткăра упрасан аванрах. Холодильникре вара хăвăртрах çĕрет. Унсăр пуçне манмалла мар: ку çимĕç тĕттĕм вырăнта лайăхрах упранать. Ăна çĕр улмипе çуммăн та хума юрамасть.
Ноябрь 2024 |