Кĕр мăнтăрĕ - авăн, юбилейре савăн!

Категория: Публикации Опубликовано: 08.09.2023, 19:27 Просмотров: 433

УЙ-ХИР ĕçĕсем вĕçленсе пынă май çулсеренех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттерекенсем сахал мар. Ырă йăла ĕлĕк те çакнашкалах пулнă. Акă, шăп та лăп 50 çул каялла, сентябрь уйăхĕнче Тутар Сăкăтĕнчи Ферид Сафиулловичпа Феимя Нурулловна Махмутовсем, Упамсари Василий Владимировичпа Зинаида Григорьевна Козловсем, Шăхачри Николай Федоровичпа Валентина Петровна Аврелькинсем çемье çавăрнă. Çак кунсенче хисеплĕ ĕç ветеранĕсен ачисемпе мăнукĕсем çывăх çыннисене ылтăн туй ячĕпе саламлĕç.

Первомайскинчи Арсентий Николаевичпа Евдокия Андреевна Ивановсемшĕн те кăçалхи авăн уйăхĕ асра юлĕ. Вĕсем пĕр сукмакпа утма пикенни 55 çул çитет. Тутар Сăкăтĕнчи Валеевсемшĕн кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче тата пысăкрах савăнăç. Сакăр ача çуратса ура çине тăратнă Абзалетдин Гилачетдиновичпа Сания Минетулловна бриллиант туйне (60 çул) паллă тума хатĕрленеççĕ.

Архив материалов

Декабрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика