- Ку - туртни мар, тỹпене вĕçни... - çакăн пек сăмахсене илтме пулать электрон сигарет тата вейп туртакан çамрăксем хушшинче.
Чие, пĕтнĕк (мята), шăккалат, пылак пăр (леденец) тутиллĕ тĕтĕме сывласа кăларнă май вĕсем туртмалли сиенĕ пирки шутламаççĕ те пулĕ.
Вейпинг (аэрозоле сывласа илсе вĕрсе кăларни) çитĕннисемпе çул çитменнисем хушшинче анлă сарăлчĕ. Вăл яланхи сигарет туртассине улăштарчĕ пулин те, ун сиенĕ калама çук пысăккине палăртаççĕ. Электрон сигарет табак тĕтĕмĕ кăлармасть пулин те, унран аэрозоль тухать. Ăна шыв пăсĕн тумламĕсем пек йышăнаççĕ. Тĕрĕссипе, вăл организма сиенлекен пайсенчен (частицы) тăрать. Электрон сигаретра ятарлă шĕвекпе никотин тăварĕ тата вĕсене ăшăтакан элемент пур. Çăтнă чух вĕсен сиенĕ паллă мар, анчах кайран...
Вейп ручка, вейп капсула системи, электрон кальян, электрон сигара пăхма çеç пĕчĕк - зажигалка, флешка, сехет евĕр. Сиенĕ виçесĕрри калама çук пысăк.
Электрон сигарета тултармалли "ингаляторта" çак сиенлĕ хутăшсем пур: пропиленгликоль (62 процент таран), глицерин (35 процент таран), никотин (3,6 процент таран), ароматизатор (4 процент таран).
Усă курмалла-и çỹлерех асăннă илĕртмĕш туртмаллисемпе е çук - кашнин хăйĕн кăмăлĕ. Паллах, сывлăх чи хаклине кура, вейп, электрон сигарет... сиенĕ çинчен пĕлмеллех.
Надежда НАДИНА, врач-нарколог
Ноябрь 2024 |