Вăхăтра тĕрĕсленме тăрăшăр

Категория: Публикации Опубликовано: 08.09.2023, 19:28 Просмотров: 440

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнче пурăнакансем диспансеризаци тухаççĕ. Паянхи куна тĕп больницăра 6945 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме ĕлкĕрнĕ. 2777 пациента хушма тĕрĕслевсем ирттерме сĕнỹ панă. 2365 çын диспансеризаци тухас ĕçе вĕçленĕ.

Тĕрĕслев хыççăн 509 пациентăнне чир тупнă. Вĕсенчен 229-шĕн юн çаврăнăшĕн органĕсене тимлĕх уйăрмалла. Усал шыçă чирĕ 8 çынра аталанма пуçланă. 52-шĕн сахăр диабечĕ палăрнă. Вар-хырăм чирĕ 33 çынна канăçсăрлантарма пултарать. Сывлав органĕсем 10 пациента пăшăрхантараççĕ.

 Диспансеризаци шăпах маларах тупса палăртнă чирсем вăраха каясран сиплев ĕçне пуçăнма май парать. Кун пек чухне сусăрланассинчен те хăтăлма пулать. Вилĕм те айккине юлать.

Ирина ШАЙКИНА, тĕп больницăри терапевт.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика