Пĕрремĕш шăнкăрав та хăйĕн хавас та йĕс сассипе вĕренекенсене парта хушшине йыхравларĕ. Шкулсенче çак кун савăнăçлă линейкăсем ирттерчĕç, кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ вĕренекенсен, уйрăмах пĕрремĕш класа каякансен асĕнче мĕнпе ытларах асра юлать-ши? Паллах, вĕрентекен хăйсене мĕнле кĕтсе илнипе, саламсемпе тата... парнесемпе.
Акă, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал хăй усă куракан çĕрсен территори уйрăмĕсенче вырнаçнă шкулсенчи пĕрремĕш класа каякансене çулленех канцеляри хатĕрĕсем тултарнă ранецсем парнелет. Юлашки шăнкăравра выпускниксене укçан хавхалантарать. Туçари, Кивĕ Ахпỹртри тата Çĕньялти хĕр ачасемпе арçын ачасем кăçал та илчĕç.
А. Петров фермер ертỹçи, çавăн пекех вăл Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансене тимлĕхсĕр хăвармарĕ. "Молочные зори" кооператив ертỹçи, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Алигберов - Хирти Пикшикри, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р. Санзяпов фермер - Ыхра Çырминчи, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин фермер - Çĕнĕ Ахпỹртри, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев - Нăрваш Шăхалĕнчи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Андреев, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. Федоров - Первомайскинчи, Шăмăршă лесничествин Турханкасси участокĕн начальникĕ Н. Янтыков - Турханти, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов - Тутар Сăкăтĕнчи, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, "Урожай" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ А. Каргин - Кивĕ Ахпỹртри, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Б. Емельянов фермер - Çĕньялти, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, "Барракат" кооператив ертỹçи Д. Земдиханов - Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ф. Чабатов фермер Шăнкăртамри пĕрремĕш шкулсенчи савăнăçлă линейкăна пушă алăпа килмен. Сăкăтри пĕлỹ çуртĕнчи пĕрремĕш класа килекенсене Сăкăт территори уйрăмĕн начальникĕ Л. Чернов та парнесемпе хавхалантарнă. Туçари тата Кивĕ Ахпỹртри вĕрентỹ учрежденинче ăс пухакансене çулленех çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей саламлать, пĕрлех нумай пулмасть çеç ача садне чупнисене тĕн букварьне парать. Аслă Чементи ырă пулăм пирки те палăртса хăварас килет: коммерцилле мар "Чемен" ыр кăмăллăх фончĕн учредителĕсенчен пĕри А. Вахмистров кашни çулах вăтам шкулти пĕр ачана спортри, теприне вара вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн уйăхсерен пиншер тенкĕ уйăрать. Кăçал М. Кошелевăпа А. Макарова тивĕçнĕ.
Аслисем çитĕнекен ăру сăрланă, юсанă, çутă та ăшă классенче вĕренччĕр тесе те тăрăшаççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул О. Мешков, А. Ефимов, А. Мешков, М. Матюшкин, Н. Чернов тата П. Ларев индивидуаллă предпринимательсем тата ыттисем те пулăшнипе чылай çĕнелнĕ. Р. Санзяповпа А. Тазетдинов та ырă ĕçрен пăрăнмаççĕ. Вĕсем çулла Ыхра Çырминчи тата Чăваш Ишекĕнчи пĕлỹ çурчĕсене тирпейлеме техника уйăрнă, хăйăр, гравмасса, мрамор тĕпренчĕкĕсене илсе панă тата ытти те.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Антонов тăрăшнипе Каншелĕнчи ача сачĕн шалти электроçутта тĕпрен юсанă, урайне улăштарма А. Иванов уйрăм предприниматель алă тăсса панă. Çул çитменнисен учреждени умĕнчи пахча та халь çĕнĕ, Каншелĕнче тата Пăлаçи Атăкра пурăнакансем ăна хăйсен вăйĕпе пурнăçланă.
Сăкăтри "Çăлкуç" ача сачĕ те "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ пулăшнипе пĕчĕккисене çĕнĕ тĕссемпе кĕтсе илнĕ. Хуçалăх сăрăсемпе, теттесене хумалли стеллажпа, апат-çимĕç блокĕ валли кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.
Выпускниксем тăван шкула манманнине ырламалла çеç. Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденинче ăс пухнă П. Мазяков юсав ĕçĕсене ирттерме сăрăсем илсе панă. Туçари пĕлỹ çурчĕ те хăйĕн ĕнерхи вĕренекенĕсемпе савăнать. Л. Кузнецов, Г. Рубцов, И. Еливанов, Е. Мясников пулăшăвĕ питĕвырăнлă пулнă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула "Батыревский" пĕрлешỹ хăйĕн хỹттине илнĕ тесен те йăнăш мар.
Пăлапуç Пашьелĕнчи шкул ачисем кăçал уявсене, концертсене П. Ларев илсе панă микрофонсемпе ирттерме, Тутар Сăкăтĕнче вара физкультура урокĕнче вĕренекенсем М. Алимов парнеленĕ волейболăн çĕнĕ мечĕкĕсемпе выляма пултараççĕ.
Нумай ачаллă, йывăр шăпаллă, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене тимлĕх уйăракансене те каласа хăварас килет. Д. Ахметова, А. Филиппова, Г. Мирзабекова тата ыттисем те ыр кăмăллăхпа палăрчĕç.
Çынна ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ халăхра. Организаци-предприяти, уйрăм предпринимательсем, халăх çакăн пек шкулсемпе ача сачĕсене, уйрăм ачасене пулăшни, тимлĕх уйăрни чунра ăшăлăх çуратать, çитĕнекен ăрăвăн вара камсенчен тĕслĕх илмелĕх те пур.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |