Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округне (районне) туса хунăранпа 96 çул çитрĕ. Çак сахал мар тапхăрта пирĕн тăван енĕмĕр çултан çул аталанса, пуянланса, тĕрекленсе пырать.
Пирĕн халăхăмăрăн историйĕ те, культури те пуян. Акă, Юхмапа Пăла тăрăхĕн çуралнă кунĕнче Тикешре уçнă палăк çак вырăнта Тикеш хулашне никĕслекенсен ячĕпе чăн-чăн парне пулчĕ. Виç кĕтеслĕхе аса илтерекен чул çине "Тикеш хулашне (Х-ХII ĕмĕр) никĕслекенсене асра тытса хальхи ăруран", - тесе çырнă. Ăна çирĕп никĕс ярса вырнаçтарнă, мрамор плитасемпе тытса çавăрнă, хаклă чулсемпе капăрлатнă. Муниципалитет округĕ, территори пайĕ тата хамăрăн ентешĕмĕр, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Бахмисов пуçарăвĕпе, ял хастарĕсен пулăшăвĕпе çĕкленнĕ Тикеш хулашĕнчи çак палăк хамăр халăхăмăр историйĕшĕн те пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Владислав Краснов, Тикеш ялĕн старости Василий Егоров, ял-йыш, культура ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.
- Малашне пирĕн муниципалитет округĕнче вырнаçнă Тикеш хулашĕ - Чăваш Республикин визит карточки вырăнне пулĕ. Пирĕн историе манмалла мар, эпир ăна мансассăн пире те манĕç. Тавах пурне те çакнашкал пархатарлă ĕçре кар тăнăшăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн,- терĕ Рудольф Селиванов пурне те пурнăçра ырă сунса.
Альбина ЕГОРОВА
ПĔЛМЕ
Археологсем çирĕплетнĕ тăрăх, IX-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче, X ĕмĕр пуçламăшĕнче Пăла шывĕ çинче сăвар-пăлхар йăхĕ- сем вырнаçнă. Тĕкме карта ăшĕнче çурма çĕр-пỹрт - тĕп "храм" тата çỹлти вăя чỹклесе парне кỹмелли вырăн пулнă. Тĕпчевçĕсем шухăшланă тăрăх XII-XIII ĕмĕрсен чиккинче хулашра пурнăç феодалсем хушшинчи хирĕçỹ вăйланнине пула татăлнă. Хулаша XX ĕмĕрчченех киремет тесе хисепленĕ.
2019 çулта çак вырăнта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсемпе археологсем ĕçленĕ, тĕрлĕ вырăна чавса историшĕн пĕлтерĕшлĕ япаласем, ĕç хатĕрĕсем тупнă.
ХАКЛАВ
Эдуард БАХМИСОВ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Иртнисĕр малашлăх çук. Кашни ялăн, паллă вырăнсен хăйĕн историйĕ пур. Виçĕ çул каялла çакăн пек чул Çăл Атăкра вырнаçтарнăччĕ. Тикешри чул-палăка Тюмень чăвашĕсем Алексей Улядаровпа Дмитрий Гаврилов тирпейлесе якатрĕç, çырчĕç. Пикшик территори пайĕпе муниципалитет округĕ, уйрăм хастарсем çак ыйтăва татса парас тĕллевпе чылай тăрăшрĕç. Пĕрлехи вăйпа хамăр халăхăмăрăн историйĕшĕн пысăк ĕç пулса тăчĕ.
Ноябрь 2024 |