КЗЫЛ КАМЫШРА пурăнакан 69 çулти арçыннăн кỹршисемпе хутшăну тата тăванлăх туйăмĕ (çывăх тăванах) темиçе çул каяллах татăлнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Пенсионер питĕ ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр пулнăран. Темиçе çул каялла унăн кỹршисем, виçĕ ачаллă мăшăр Перекет банкĕнчен кредит илнĕ. Ăна, шанчăклă та тирпейлĕ арçынна поручитель тунă-мĕн. Хăйсем вара ăна тỹлесе те пĕтермен. Пени ỹснĕ те ỹснĕ... Çак ыйтупа хуçисем ыйтăва татса парайманнипе банк юлашки суммине тỹлесе татма поручителе чăрмантарнă, ăна тỹлеттернĕ. Çакăнпа ĕçе вĕçленĕ хыççăн ырă кăмăллă пенсионер каллех вĕсен серепине çакланнă, тепĕр банкран татах хăй ячĕпе вĕсене укçа илсе панă. Хальхинче те улталаннă. Унсăр пуçне те кỹршисене чылай кĕмĕлпе пулăшнă. Çакскерсем ялти çынсенчен те кивçене кĕнĕ, пурне те укçана вăхăтра парса татма шантарнă. Анчах кăлăхах-мĕн. Паян вĕсем иккĕшĕ те Мускава ĕçлеме çỹреççĕ пулин те çиччĕмĕш теçеткене вакланă кỹршине те, ялти ытти çынсене те парăмĕсене парса татма шутламаççĕ те иккен. Кивçен укçа, паллах, никама та пуйтармасть, анчах çынна курайми тăвать, çыхăнăва та татать.
Ноябрь 2024 |