Хурăн милĕкĕ çын кĕлеткине хăйне евĕр массаж тунипе пĕрлех чир-чĕртен сиплеме те пулăшать. Вăл ỹте тĕрлĕ шатраран тасатать, сурансене хăвăртрах тỹрлетет. Шăрши вара кăмăла уçать. Çавăнпа хурăн милĕкĕпе çапăннă чухне сывлама та çăмăлрах. Сăмах май, çак милĕк астмăпа чирлекенсемшĕн, пирус туртакансемшĕн питĕ усăллă шутланать.
Çăка милĕкĕ пуç ыратнине ирттерет. Шăка хăваланăран пỹре ĕçне лайăхлатать, тар кăларать, сывлăш çулĕсене уçать. Ку милĕкпе шăнса пăсăлсан сипленме лайăх.
Юман милĕк ỹт-тире çирĕплетет. Юман шăрши юн пусăмĕ ỹсесрен сыхлать, нерв тымарне лăплантарать.
Чăрăш милĕкĕ ỹпке чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă. Анчах та унпа çапăнма пуçличчен ăна йĕпписене çемçетме 15-20 минут вĕри шывра тытмалла. Çирĕк милĕкĕ шăнса пăсăлсан, сыпăсем, çан-çурăм ыратнă чух пулăшать.
Пихта е уртăш милĕкĕпе çапăнни пилĕк ыратнине ирттерет. Çак ỹсен-тăранри сăмаласем ỹте сиплесе тар кăлараççĕ, юн лайăх çỹреме пуçлать. Çак милĕкпе çапăнни бронхит, ларингит, грипп хыççăн йăл илме пулăшать.
Ноябрь 2024 |