Çĕнĕ масарти çĕнĕ часовньăна туса пĕтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 12:19 Просмотров: 256

ИРТНĔ çул Патăрьел территори пайĕнчи граждансен пухăвĕнче çĕнĕ масарта часовня тăвас ыйтăва хускатнăччĕ. Ырă та парахатарлă сĕнĕве кăçалхи çу пуçламăшĕнче пурнăçа кĕртме те пикенчĕç. Пĕчĕкех мар çурта çак кунсенче купаласа пĕтерчĕç, тăррине витсе йĕри-таврашне брусчатка та сарчĕç. Сăваплă ĕçе ял çыннисен, уйрăм хастарсен пулăшăвĕпе, ыр кăмăллăхĕпе пурнăçланă, кĕске вăхăтрах ял масарĕнче çын вилсен кĕл тумалли тата шартлама сивĕсенче кунта кĕрсе ăшăнмалли хăтлă çурта ăсталаса хунă. Территори пайĕн пуçлăхĕпе Николай Ялуковпа ял старости Николай Николаев ырă ĕçе кар тăнă ентешсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. Пĕрлехи вăйпа тунă ĕç вара яланах хисеплĕ те, сумлă та.

Çак кунсенчех Шăхачри Николай Узюкин старостăпа Федор Ляпкин хастар пуçарăвĕпе ял масарĕнчи картан пĕр пайне юсаса çĕнетни пирки те пĕлтерчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика