Сойăна пухса кĕртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 12:20 Просмотров: 260

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалăн 557 гектар çĕр, унăн пысăк пайĕнче - 350 гектар - соя çитĕннĕ. Вăл пĕр гектартан вăтамран 12 центнер тухнă. Сăмах май, муниципалитетра культурăна ку хуçалăхра çеç акнă. 207 гектарта тулă пулнă. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнĕ.

Пĕрлешỹре ял хуçалăх ĕçне çамрăксем хутшăнни те кăмăллă. Кăçал виçĕ яш комбайнсемпе вырмара тăрăшнă.

- Çамрăксем ĕçрен хăрамаççĕ, хушнине пурнăçлаççĕ. Ачаранах техникăна, çĕре юратнине палăртаççĕ, - тет "Патăрьел беконĕ" филиалăн директорĕ Александр Владимиров.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика