Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе сентябрĕн 7-мĕшĕнче "БОС" унитарлă предприятин директорĕпе Максим Ивановпа, Александр Титов проектантпа, округри сĕт тата выльăх пусса тирпейлекен цехсен ертỹçисемпе тĕл пулу иртнĕ.
Тĕп тема 2025-2030 çулсенче ĕçлекен федерацин "Оздоровление водных объектов" программăна сỹтсе явасси пулнă. Çак программăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче каяш шыва тасатакан сооруженисем тума пикенмелле.
Кăçал "БОС" предприяти Патăрьелĕнчи тухакан каяш шыва талăкра 500 тата 150 кубла метр тасатакан икĕ объектăн проектне хатĕрлесе пĕтерĕç. Хальхи вăхăтра патшалăх экспертизи 563 млн тенкĕ тăракан проекта ырланă.
Республикăра пурăнакансем сĕннипе тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николев тĕрев панипе çитес çула Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес ыйтăва халалланă. Патăрьелĕнче тасатакан сооруженисем тăвасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Ялта пурăнакансем час-часах ырă мар шăршă кĕнине палăртаççĕ, мĕншĕн тесен хальхи тасатакан хатĕрсенчен 80 проценчĕ кивелнĕ тата тивĕçлĕ шайра ĕçлемеççĕ.
Тĕл пулура сĕт тата аш-какай пусса тирпейлекен цехсен ертỹçисене тасатакан сооруженисем кашнийĕнчех кирлине, вĕсене çыхăнтарма хатĕр пулмаллине çивĕчлетсе хăварнă. Хуçалăха тытса пыракансем патшалăх пулăшăвĕсĕр тасатакан сооруженисене тума çăмăл маррине, аталану ĕç-хĕлне йывăрлатнине каланă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |