УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене гуманитари пулăшăвĕ çитерес ĕç малалла пырать. Иртнĕ кĕçнерникун Патăрьелĕнчен харăсах виçĕ автомашина салтаксене çар ĕçĕнче кирлĕ япаласене, апат-çимĕçе çитерме Юрий Тинюков волонтер ертсе пыракан пысăк ушкăн - А. Румянцев, С. Тарасов, А. Юманов, А. Горбунов, Н. Назаров - харăсах виçĕ автомашинăпа инçе çула тухнă. Çак ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнакан çынсене, кашнийĕнчех ыр кăмăллăхпа алă тăсса пулăшакансене, салтаксем патне çула тухакансене Турă пулăшса пытăрах.
Ноябрь 2024 |