ПАЯНХИ кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче автомашинăсен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Тĕрĕссипе вăл хапха умĕнче кĕрлесе лармасть пулсан та кулянмах кирлĕ мар. Хальхи вăхăтра талăкăн кирек хăш сехетĕнче те шухăшланă вырăна çитме такси службине шăнкăравлама пулать. Патăрьелсемшĕн тата муниципалитет округĕшĕн "Европа" такси компанийĕ вара çĕнĕлĕх. Вăл августра çеç клиентсене хăйĕн çăмăллăхне сĕнме пикенчĕ. Унпа усă куракансем хаçат редакцине хăйсен малтанхи шухăшне çитерме те ĕлкĕрчĕç. Вăл ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Шăнкăравланă хыççăн Патăрьелне 2-3 минутранах сирĕн пата хăтлă автомашина çитет. Водительсем пурте сăпайлăхпа, типтерлĕхпе уйрăлса тăраççĕ, клиентсемпе кăмăллă хутшăнаççĕ. Салонта таса та тирпейлĕ, ăш хыпнă чухне ĕçме шыв та пур иккен. Çĕнĕ компани çула тухакансемшĕн час-часах акци ирттерни те клиентсене çăмăллăх кỹрет. Телефон çине вĕсен приложенине кĕртсен такси служба, çĕнĕ сервис пирки тĕплĕнрех те пĕлме, унпа усă курма пулĕ.
Декабрь 2023 |