Грипп ан ертĕр тесен

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 16:37 Просмотров: 281

Кĕркунне çитрĕ. Çанталăк улшăннă май гриппа чирлес хăрушлăх ỹсет. Иммунитета çирĕплетни, вăхăтра прививка туни чиртен хỹтĕленме пулăшать.

Грипп çине алă сулмалла мар. Вăл сывлăш çулĕсене пỹлекен вируслă чир, хăвăрттăн сарăлма пултарать. Ыттисемпе танлаштарсан йывăрпа иртет. Сипленмесен вăраха кайма пултарать.

Прививка тутарни ушкăнпа чирлесрен хăтарать. Вилĕм патне те илсе çитермест. Чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен, ытти вăраха кайнă чирсемпе нушаланакан пациентсен вакцина яртарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Сахăр шайĕ пысăккисен, тулли çынсен, пỹре, пĕвер ыратнине сисекенсен те прививкăран пăрăнмалла мар. 60 çултан иртнисен малашлăх çинчен шутламалла.

6 уйăхри ачасене, ача сачĕсене çỹрекенсене, шкулта вĕренекенсене, студентсене, медицина, вĕрентỹ, суту-илỹ, коммуналлă хуçалăх, автотранспорт, социаллă тивĕçтерỹ, нумай функциллĕ центр ĕçченĕсене, вахтăпа çỹрекенсене те прививка кирлĕ. Патшалăх ĕçĕнче вăй хуракансен те пăрăнса юлмалла мар. Çар ретне тăма хатĕрленекенсенчен те прививка тутарнине ыйтаççех.

Вакцина яртарни шăпах çак тапхăрта килме пултаракан вируссене пĕтерме пулăшать. Вăл тĕрлĕ çул тĕрлĕрен пулать. Прививка тутарни çак чиртен хỹтĕлет.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач офисĕн медицина сестри

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика