Поручитель пулнă кинемее чикĕ урлă каçарман...

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 16:50 Просмотров: 250

 ÇАК кунсенче çеç Кзыл Камышра пурăнакан ултавçă çемье çынсенчен кивçен илсе пурăннине, унсăр пуçне сакăр çул каяллах банкран кредит илме поручительсене явăçтарса вĕсене те парăмне тỹлесе татмасăр чике тăршшĕ лартнине çырнăччĕ. Çак серепенех 73 çулхи Фейзуре аппа та çакланнă иккен. Чун ыратăвне пĕлтерме иккĕмĕш ушкăн инвалид хĕрарăм хаçат редакцине çитрĕ. Кинемей 2015 çултах хăйсен тăванне банкран кивçен укçа илме пулăшнă, поручитель пулнă-мĕн. Ара, палламан е пĕлмен çын мар, хамăр çывăх тăванах, парăмне вăхăтра тỹлесе тăрĕç тесе шутланă-тăр çав... Анчах шаннă йăвара кайăкĕ пулман. Виçĕ ачаллă çемье кредита вăхăтра тỹлесе пĕтермен пирки вĕсен парăмĕ паянхи кун та ỹссех пырать иккен. Вăл çеç те мар. Патшалăхран кивçен укçа илнĕ çынсем ултав çулĕ çине тăнăшăн поручительсен шар курмалла. Хăйсем çине яваплăха илнĕ çынсен унталла кайсан та, кунталла кайсан та шлагбаум. Акă, нумай пулмасть çеç кинемей хăйĕн çуралнă кĕтесне, Казахстана кайса килме шутланă. Анчах поручитель пулни чик ĕурлă каçарман. Ăна парăмçă тесе тытса чарнă, каялла килне янă...

Намăс куçа кĕмест теççĕ, паллах. Çапах та пĕр ялта пурăнакансем, (тăвансем тата!) ватă çынран, инвалидран çапла кулнишĕн кинемей çав тери пăлханса, йĕрке хуралĕсем пулăшасса шанса калаçрĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика