КĔР мăнтăрĕпе ырă та лайăх хыпара çеç пайламалла пек. Анчах та çу кунĕсемпе сыв пуллашса ачасем çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçланă хыççăн чылай чухне грипп, ОРВИ чирĕсем пирки час-часах аса илтерме тивет. Халĕ те çак калаçу шăпах вырăнлă темелле. Çанталăк пĕрре ăшăтса, тепре сулхăнлатса тăнă май вĕренỹ учрежденийĕсенче те чирлекенсем хушăнсах пынине калаççĕ. Çавăнпа та сывлăш температури улшăнни чир сăлтавĕ ан пултăр тесен ачасен те, аслисен те сыхланмалла, çанталăкпа килĕшỹллĕн тумланма тăрăшмалла. Гриппран прививка туни вара чиртен шанчăклăрах сыхланма май парĕ
Ноябрь 2024 |