Чун ăшшине ачине параççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 17:01 Просмотров: 261

Еншикре пурăнакан Василий Козлов умра ларакан комбайнне вырма хыççăн тирпейлесе лартнă май темиçе хутчен те ачалăхри самантсене куçĕ умне кăларчĕ. Ытла та йывăрпа иртнĕ-çке вăл. Ашшĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Амăшĕ 8 ачапа тăрса юлнă. Кĕçĕнни вара 8 уйăхра çеç пулнă.

Техника енне туртăнас туйăм Василий Петровичăн ашшĕнченех куçнă. Вăл колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр тракторпа ĕçленĕ: сухаланă, акнă, вырнă. 8 çулта çурма тăлăха юлнă ывăлĕ ашшĕ чĕрки çинче сикнине астусах та каймасть. Çемйи йышлăран кил хуçин яланах ĕçлемелле пулнă.

Çурта кĕтмен инкек килсе çапсан амăшĕн ачисемшĕн ашшĕне те улăштарма тивнĕ.

 - Ача йышлă тесе анне икшер пай сухан, севок, выльăх кăшманĕн пайĕсене илетчĕ. Пĕр çухрăма тăсăлакан 22-шер йăран тиветчĕ севок. Пĕр хутне çумласа тухнă çĕре тепĕр вĕçĕнчен çĕнĕрен кĕме тиветчĕ. Йăрансене питĕ хăвăрт çум пусатчĕ. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ана çинче упаленеттĕмĕр. Апачĕ мĕнле пулнă-ха ун чухне. Çĕнĕ улмана шывпа пĕçерсе тăварпа сиктеретчĕ те килте пахчара пиçнĕ помидорпа е хăярпа çиеттĕмĕр. Хутран-ситрен çăмарта лекетчĕ. Ĕçленĕшĕн тỹлевĕ сахал пулнăран пĕремĕк те шутлă çеç тиветчĕ. Кашни ачана сентябрĕн 1-мĕшĕнче тумлантарса шкула ăсатмалла. Пỹрте хутса ăшăтма вутă-кăмрăк хатĕрлемелле... - тет Василий.

 Паянхи пурнăç вара çĕрпе пĕлĕт евĕрех уйрăлса тăрать. Тăрăшса ĕçленĕрен мĕн ĕмĕтленнине пурне те çитерме пулать. Паян Козловсен кил картинче 100 ытла сурăх пур. Кăмăлтан пăхаççĕ çак выльăха.

Хирти çĕрпе туллин усă кураççĕ. Унта курăк, çĕр улми, тыр пул çитĕнтереççĕ. Кирек хăш ĕçе пуçăнма та техники çителĕклех. Кăкарса ĕçлемелли агрегачĕсем те пур. Çакă та кăмăллă. Юнашарах виçĕ пĕр тăван - тата Петьăпа Людмила çемйисемпе - пурăнаççĕ. Кирек хăш ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçлама ỹркенмеççĕ.

- Çемье пурнăçне мăшăрăм тытса пырать,- тет Пикшик территори пайĕн администрацийĕнче специалист пулса ĕçлекен Ирина Аркадьевна. - Вăхăтĕнче ĕнесем те усранă. Халĕхамăра валли качакасем тытатпăр.

 Пĕр ывăл çитĕнтерет мăшăр. Çуратакан мар, пăхса ỹстерекен хисепре. Алешăн пурте пур. Юратнă ашшĕпе амăшĕ. Çурт-йĕрĕ капмар. Хуралтăсене те хăйсене кирлĕ май çĕкленĕ Козловсем. Таса хире никĕс ярса çурт-йĕр çавăрнă.

Ывăлĕ техника енне туртăнасшăнах мар. Ытларах спортпа интересленет. Юлташĕсем те нумай çамрăкăн. Вăтам шкултан алла аттестат илсе тухсассăн аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленет.

 Ирина Аркадьевна Йĕпреç районĕнче çуралса ỹснĕ. Мăшăрĕпе вĕсем хулара паллашнă. Еншикре тĕпленнишĕн пĕртте ỹкĕнмест. Урамра транспорт шăв-шавĕ тăмасть. Йĕри-тавра çерем ешерет. Пахчари тирпее тытса тăрать.

-Ялта хисеплĕ вăл. Кăçал ăна участокри суйлав комиссине те кĕртрĕç.

Тĕреклĕ пурăнаççĕ Козловсем.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика