Вĕренỹре те, спортра та маттур

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 17:02 Просмотров: 236

"Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ сисĕнмесĕрех çитрĕ", - тет Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Лиза Казакова. Вăл 10-мĕш класра вĕренет. Тăрăшуллă хĕр вĕренỹре малтисен ретĕнче.

Вăл литература урокĕсене кăмăллать, питĕ кĕнеке вулама юратать. Ăна час-часах библиотекăра та курма пулать. Вăл программăпа кирлисене те, пĕрлех хăйĕн кăмăлне каяканнисене те "шĕкĕлчет". Ăна уйрăмах фантастика жанрĕ килĕшет.

Лиза спортра та хастар, тĕрлĕ ăмăртава ялан хутшăнать. Çавăн пекех шкулти мероприятисене те ертсе пырать.

Хĕр йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, ашшĕпе амăшне çитĕнỹсемпе савăнтарать.

Ксения КАРЗАКОВА

Архив материалов

Декабрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика